Ачасен канăвĕпе паллашнă

Виçĕм кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасен çуллахи канăвне мĕнле йĕркеленине пĕлес тĕллевпе сывлăха çирĕ­­п­­­­­летекен “Березка” тата “Лесная сказка” лагерьсене çитсе курнă.

Михаил Васильевич ачасен пурнăç условийĕ­­семпе, столовăй ĕçĕпе, менюпа ятарласа паллашнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан талăкри рацион хакĕ чылай ÿснĕ, паян пĕр ача валли 202 тенкĕпе танлашать. Çапах та республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - ачасен сывлăхне çирĕплетес тесен ла­­йăх апатлану кăна çителĕксĕр, вăрах чирсен шутне чакарма профилактика ĕçне тата витĕмлĕрех туса пымалла. Ачасем хаклă хăнана лагерьти пурнăç кăсăклă иртни çинчен хавхаланса пĕлтернĕ, ăна хăйсем ăсталанă парнесем панă, концерт кăтартнă.

Лагерьсенчи тĕл пулусем хыççăн Михаил Игнатьев 2012 çулхи çуллахи кану ыйтăвĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Кăçал ачасен сывлăхне çирĕплетмелли çуллахи кампание ирттерме 302 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова республикăра хальхи вăхăтра хула тулашĕнчи 24 лагерь ĕçленине, ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе вĕсен витĕмĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах пуласса шаннине палăртнă.

Алина ЛУКИЯНОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
09 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter