Ăш пиллĕ професси çыннисен уявĕ

Ĕнер Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче Социаллă ĕçчен кунĕ ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Ку уяв - йывăрлăха лекнĕ çынсен шăпине çăмăллатма тăрăшакансен, вĕсене ырă тума васкакансен, хăйсен чун ăшшине ыттисемшĕн хĕрхенменнисен, ыр кăмăллăх парнелекенсен праçникĕ.

Уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова уçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх - пирĕн хутлăхра юлашки çулсенче граждансен социаллă гарантийĕсене упраса хăварнă кăна мар, вĕсен шутне ÿстерме те пултарнă. ЧР Президенчĕн Указĕ-пе “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята тивĕçме ирĕк пур граждансен переченьне анлăлатнă. Кăçал стажа тĕпе хурса çак хисеппе 16 пин çынна чысланă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, çапăçу хирĕнче пуç хунă салтаксен çемйисен членĕсене - 4,5 пине яхăн çынна - хваттерпе тивĕçтернĕ.

Патшалăх ачаллă çемьесене пулăшассине приоритетлă тĕл­­­­лев тесе шутлать. Çитĕнÿ-сем савăнтараççĕ, анчах умри тĕллевсем тата тимлĕрех пулма хистеççĕ: инвалидсен реабилитаци центрĕсем ытларах кирлĕ, су­сăрсене чăрмавсăр çÿремелли хутлăхсемпе тивĕçтермелле тата ытти те.

“Çапах та социаллă службăн тĕп пуянлăхĕ - унта тăрăшакан маттурсем. Асăннă тытăмра ĕçлемешкĕн çăмăл мар: ют çыннăн чун ыратăвне тепри ăнланмасан та, туймасан та пултарать. Эсир вара ку специальноçа чун туртăмĕпе, чĕре хушнипе суйласа илнине ĕненетĕп. Ырăлăхăршăн, пархатарлă ĕçĕршĕн ăшшăн тав тăватăп. Чунпа малашне те илемлĕ те пуян пулмашкăн ырлăх-сывлăх сунатăп,” - те­­рĕ Алла Владимировна.

Социаллă тытăмра тă­­рă­­­­­­шакан­сен савăнăçлă мероприятине пухăннисене професси кунĕ ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - Чăваш Ен Правительстви социаллă политикăна тĕп тĕл­левсенчен пĕри тесе шутлать, граждансен гарантийĕсене тивĕç­термешкĕн бюджетра çулленех кирлĕ чухлĕ укçа хывса хăвараççĕ. Тĕрĕссипе, ветерансем, сусăрсем, сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесем, çăмăллăхçăсен ыт­ти ушкăнне кĕрекенсем тĕ­­­лĕ­­­­­ш­­­пе йышăннă социаллă обя­зательствăсем пурнăçланаççĕ. “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята илме ирĕк пуррисен йышне çывăх вăхăтра татах анлăлатасшăн ЧР Пуçлăхĕ. Республика бюджетне ытларах пуянлатма пултарсан 35 çул стажлă хĕрарăмсемпе 40 çул ĕçленĕ арçынсем те çак ята тивĕçсе регион çăмăллăхĕсемпе усă курма тытăнĕç.

Професси уявĕнче ĕç паттăрĕ-сене сума сăвасси йăлана кĕнĕ. Михаил Игнатьев социаллă ты­тăмăн хастарĕсене - Марина Васильевăна /Калинин районĕ/, Зоя Щербаковăна /Мускав районĕ/ “Чăваш Республикин социаллă хÿтлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ятпа, социаллă ĕçченсен пысăк ушкăнне РФ тата ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствисен Хисеп грамоти­­семпе чысларĕ.

Ĕçтешĕсене професси уявĕ­­­пе социаллă хÿтлĕхĕн халĕчченхи ертÿçисемпе ве­теранĕсем салам­­ларĕç. “Чăваш Республикинче социаллă ыйтусене тивĕçтерекен чи лайăх учреждени” ята илес­сишĕн пынă конкурсра тĕрлĕ номинацире çĕнтернисем вара ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Дипломĕ­­сене тивĕçрĕç. Вĕсен шутĕнче - Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенчи, Йĕпреç, Ленин, Калинин, Шупашкар, Куславкка, Çĕрпÿ районĕсенчи социаллă пулăшу тата республикăри хев­­те­­­сĕр ачасемпе çул çитмен çам­рăксен реабилитаци центрĕсем. “Республикăри чи лайăх социаллă ĕçчен” ята çĕнсе илнĕ Светлана Александровăна, Калинин районĕ­­нчи центрăн васкавлă социаллă пулăшу уйрăмĕн хастарне, Алла Самойлова министр Дипломпа чысларĕ.

Ачасемпе çамрăксен пул­та­рулăх керменĕн тата культура учрежденийĕсен музыкăпа та­­шă ушкăнĕсем савăнăçлă меро­­­­­­п­риятие хăйсен пултарулăхĕпе пуянлатрĕç.

Валентина СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
09 июня 2012
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter