“Олимп вăййисенчен çĕнтерÿпе таврăнччăр!”

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çăмăл атлетсен Раççей чемпионатне хупнă çĕре хутшăннă. Вăл Раççей Спорт министерствин ертÿлĕхне тата çăмăл атлетикăн Пĕтĕм Раççей федерацийĕн президентне Валентин Балахничева пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ăмăртусене иккĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш Енре ирттерме шаннăшăн тав тунă. Михаил Игнатьев çавăн пекех пĕтĕм спортсмена çĕнтерме ăнтăлса хăюлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн, журналистсене, судьясене, ăмăртусене йĕркелеме хутшăннă çынсене, стадиона “спорт королевин” ăстисене хавхалантарма килнĕ куракансене тав сăмахĕ каланă.

“Пирĕн аренăра чи лайăх та тивĕçлĕ спортсменсем ăмăртрĕç. Анчах яланах чи вăйлисем çĕнтереççĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командин XXX Олимпиадăна хутшăнма хатĕрленекен йышĕнче кам-кам пуласси шăпах Чăваш Енре уçăмланчĕ - çакăншăн эпĕ савăнатăп. Эпир хамăрăн спортсменсем Лондонри Олимп вăййисенчен çĕнтерÿпе таврăнччăр тесе ĕмĕтленетпĕр”, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев тата Раççей спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков чупу ăмăртăвĕсен /1500 тата 200 метрлă дистанцисем/ çĕнтерÿçисемпе призерĕсене наградăсем панă.

“Раççей 2” федераци телеканалĕн корреспонденчĕн ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев ăмăртусенче “хамăрăннисемшĕн те, кÿршĕсемшĕн те, Раççей Федерацийĕнчи пĕтĕм спортсменшăн та - хамăрăн юратнă Раççейшĕн” “чирленине” пĕлтернĕ. Вăл спортпа туслă хĕрсемпе каччăсен Чăваш Республикин, каярахпа вара Раççейĕн пĕрлештернĕ командине лекмешкĕн ăнтăлма хушма туртăм çуралнине палăртнă.

Раççей спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков спортсменсен Шупашкарти чемпионатри кăтартăвĕсемпе кăмăллă юлнине каланă. “Сакăр спортсмен сезонăн тĕнчери чи лайăх кăтартăвĕсемпе савăнтарчĕç, вĕсем çак формăна Олимп вăййисемчченех сыхласа хăварасса шанатăп. Команда Олимпиадăна лайăх хатĕрленни сисĕнет. Чемпионат çÿллĕ шайра иртрĕ. Тепĕр тесен Шупашкарта яланах çапла - ку хула хăйне çÿллĕ шайри ăмăртусене ирттермешкĕн лайăх площадка пек кăтартса пачĕ”, - тенĕ Павел Колобков.

Çăмăл атлетикăн Пĕтĕм Раççей федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев палăртнă тăрăх - Раççей Спорт министерстви çăмăл атлетсен пĕрлештернĕ команди Олимпиадăна лайăх хатĕрлентĕр тесе мĕн кирлине йăлтах тунă. “Олимпиадăра Раççей чысне хÿтĕлекен командăна суйласа илнĕ”, - тенĕ вăл. В.Балахничев Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр çăмăл атлетсен Раççей чемпионачĕ /вăл та Шупашкартах иртнĕ/ вĕçленсен Раççейĕн пĕрлештернĕ командине ырă сунса ăсатнине аса илтернĕ. “Сирĕн сăмахăрсем вĕсене ăнăçлă ăмăртма пулăшрĕç, хальхинче те тивĕçлĕ кăтарту пулĕ. Пысăк тав сире, Михаил Васильевич, çăмăл атлетикăна аталантарас тесе ĕçленĕшĕн тата пулăшнăшăн”, - калаçăва тăснă Валентин Балахничев.

Çăмăл атлетсен Раççей чемпионачĕ Шупашкарта утă уйăхĕн 3-6-мĕшĕсенче иртнĕ. Çав кунсенче “Олимпийский” стадион аренинче Раççейĕн 67 регионĕн, çавăн пекех Киргизи тата Турци командисем ăмăртнă. Çĕнтерÿçĕ ятне илтессишĕн 891 спортсмен кĕрешнĕ, çав шутра Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕсем - 35, тĕнче класлă спорт мастерĕсем - 105, Раççей спорт мастерĕсем - 172, спорт мастерĕн кандидачĕсем - 83. Атлетсем медальсен 38 комплектне выляса илнĕ. Çапах та чи вăйлисемшĕн Лондонра иртекен çуллахи XXX Олимп вăййисене хутшăнмалли путевка - чи пысăк награда.

Раççей чемпионатне Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди те хутшăннă, унта 24 спортсмен пулнă. Олимп вăййисене каймалли йыша малтанласа Чăваш Ен представителĕсене те - Татьяна Архипова, Альбина Майорова марафонкăсене, Елена Наговицына стайера тата Кристина Савицкаяна /çăмăл атлетикăн çичĕ енĕпе ăмăртасси/ - кĕртнĕ. Çăмăл атлетсен Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне Раççейĕн Олимп ко митечĕн ĕç тăвакан комитетĕнче - вăл Мускавра утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртĕ - çирĕплетĕç.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
10 июля 2012
11:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter