Тăвай районĕ: Григорий Иванов районти ятлă-сумлă çынсенчен пěри

Улянкă ялěнче сумлă ветеран пурăнать. Вăл - Григорий Иванович Иванов. Григорий Иванов районти ятлă-сумлă çынсенчен пěри. Ěçченлěхěпе, хастарлăхěпе, паттăрлăхěпе тивěçлě пулнă вăл халăх хисепне. Мěн çамрăклах колхозри тěрлě ěçсене хутшăннă. 1944 çулхи октябрьтен салтак Инçет Хěвел тухăçне зенитчиксен чаçне лекнě, наводчик пулнă. Унтан офицерсен шкулěнче вěреннě. Вунă çул пулнă вăл службăра. Кăкăр туллии орден-медальпе таврăннă тăван яла.

Кун - çул уттинчен юлман ветеран. Яланах малти ретре пулнă. Пенсие тухсан та та нумай çул вырăнти ěçпе вăрçă ветеранěсен канашне ертсе пынă.Кирек мěнле ěçре те хастарлăхěпе, тÿрě кăмăлěпе палăрса тăнă. Унсăр пуçне общество пурнăçěнче яланах пуçарулăх кăтартнă. Отечествăлла вăрçă орденě, «Çапăçури паллă ěçсемшěн», «Японие çěнтернěшěн», «Ěç ветеранě» тата ытти медальсем, Хисеп грамотисемпе Тав çырăвěсем илме тивěç вулнă Григорий Иванович.

Çак кунсенче сумлă ветеран – общественник 85 çулхи юбилейне уявларě. Эпир Григорий Иванович Иванова чун – чěререн саламлатпăр!



11 июля 2012
13:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter