Вăрмар районĕ: çынсене йышăнаççĕ, канашсем параççĕ

Кашни çулах хула, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлекен специалистсем граждансен тĕрлĕ ыйтăвĕсене уçăмлатас тĕллевпе йышăну ирттереççĕ. Чулкас ял тăрăхĕнче çакă уйрăмах ăнăçлă пулса пырать. 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулта хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе 922 çын пынă. Çемье йышĕ, иждивенецсем пирки справкăсем илекенсем йышлă пулнă, кил-çурт, хуçалăх кĕнекисенчен кирлĕ сыпăксене илекенсем йышлă, çавăн пекех ача пособийĕсене илмелли, нотариаллă конторăна каймалли справка илме килекенсем те сахал мар. Çав вăхăтрах кунта ĕçлекенсем тĕрлĕ ыйтусемпе кирлĕ канашсем параççĕ.



11 июля 2012
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter