Вăрмар районĕ: юратупа шанчăклăха медаль çирĕплетрĕ

Июлĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче, Христос чĕрĕлнĕ ячĕллĕ храмра Варнава митрополит çемье çирĕплĕхĕшĕн кĕлĕ ирттернĕ. Служба хыççăн ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А.Самойлова «Юратупа шанчăклăхшăн» медале çак кун Вăрмар районĕнчи Байгушевсен çемйине те панă. Çемье пуçлăхĕ Чулкасри Çветтуй Троица, Кивĕ Вăрмарти Михаил Архистратиг чиркĕвĕсен настоятелĕ. Владимир протоирейпе Мария матушка çемйинче 4 ача.



11 июля 2012
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter