Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар пасарĕсенчи лару-тăрупа паллашнă

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар пасарĕсенчи лару-тăрупа паллашнă. Элкер урамĕнчи пĕчĕк пасара ун таврашĕнчи çуртсенче пурăнакансем ытларах çÿреççĕ. Тĕпрен илсен кунта ялан тенĕ пекех пĕр çынсем хăйсен çĕрĕ çинче туса илнĕ пахча çимĕçпе, улма-çырлапа сутă тăваççĕ. Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенчен килеççĕ. Пăрçа, помидор, хăяр, ыхра, сухан, çĕр улми, тăрăхла кавăн тата ытти те. Пасар пысăк лаптăк йышăнмасть пулин те кунта пурин валли те вырăн çителĕклĕ. «Ирпе килетпĕр, хамăра килĕшнĕ вырăна суйласа илетпĕр. Уншăн тÿлеместпĕр. Хĕсĕрлекен те, вăрçăнакан та çук», - теççĕ сутуçăсем. Туянакансемшĕн те меллĕ: «Таçта кайса çÿремелле мар. Тархасшăн, пасара ан хупăр», - тĕрлĕ сас-хурана пула сисчĕвленнĕ халăх республика Пуçлăхĕнчен çапла ыйтрĕ. «Кун йышши пасарсем нихăçан та хупăнмĕç, - шантарнă тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов. - Хула влаçĕн вĕсен ĕç-хĕлне лайăхлатассишĕн тăрăшмалла». Пасар халăхĕ меллĕ самантпа усă курса Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен тĕрлĕ ыйтупа пулăшу ыйтнă. Строительсем хыççăн тавралăх вараланса юлни, пушă савăт йышăнакан пункт тул çутăличченех шавлама пуçлани, 90-мĕш çулсенче банксене хывнă укçа çухални, çурт таврашĕнче машина лартма вырăн çукки... Михаил Васильевич тивĕçлĕ органсене ыйтусене шута илсе çитес вăхăтрах пăхса тухма хушнă. Михаил Васильевич кăнтăр çĕр-шывĕсенчен килнĕ çынсемпе тĕл пулса калаçнă. Вĕсем республикăра 90-мĕш çулсенче тĕпленнĕ, пасарта суту-илÿпе ĕçлеме пуçланă. Арçынсем 20-30 çулхипе танлаштарсан пасарти лару-тăру чылай лайăх енне улшăннине, криминал, япăх пулăмсем хыçа юлнине палăртнă. Вĕсен çемйисем те кунти пурнăçпа кăмăллă иккен, ачисем институтсенче, шкулсенче вĕренеççĕ. Чăваш халăхне, çав шутра республика Пуçлăхне те, ырă кăмăлĕшĕн, тараватлăхĕшĕн тав тунă. Унтан Михаил Васильевич аш-какайпа, ытти апат-çимĕçпе, уйрăм хуçалăхсенче туса илнĕ сĕт юр-варĕпе сутă тăвакан уйрăмсене çитсе курнă. Тавар туянакансем хаксем ÿссе пынăшăн пăшăрханса калаçнă. Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков вара кăçал пахча çимĕç пĕлтĕрхинчен йÿнĕрех пулнине каланă. «Туянаканшăн - хаклă, сутаканшăн - йÿнĕ... Ку тĕлĕшпе пурне те тивĕçтерекен шайлашу нихăçан та пулаймĕ, - тенĕ Михаил Васильевич. Хальхи вăхăтра конкуренци çителĕксĕр.  



11 июля 2012
11:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter