Кĕрлет, шавлать пасар...

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар пасарĕсенчи лару-тăрупа паллашрĕ. Элкер урамĕнчи пĕчĕк пасара ун таврашĕнчи çуртсенче пурăнакансем ытларах çÿреççĕ. Тĕпрен илсен кунта ялан тенĕ пекех пĕр çынсем хăйсен çĕрĕ çинче туса илнĕ пахча çимĕçпе, улма-çырлапа сутă тăваççĕ. Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенчен килеççĕ. Пăрçа, помидор, хăяр, ыхра, сухан, çĕр улми, тăрăхла кавăн... Мĕн кăна çук-ши? Пĕтĕмпех кăçалхи. Акă Анна Васильевна пенсионеркăшăн ку пасар - хушма тупăш илме пулăшакан çăл куç. Вăл хăй çитĕнтернĕ чечек, хăяр, ешĕл çимĕç т.ыт.те сутать. Туянакансем унăн таварĕн пахалăхĕпе те, хакĕпе те кăмăллă. Михаил Васильевич хĕрарăма хастар пулнăшăн мухтарĕ, хула халăхне таса çимĕçпе тивĕçтерме пултарнăшăн ырларĕ, ăнăçу сунчĕ.

Пасар пысăк лаптăк йышăнмасть пулин те кунта пурин валли те вырăн çителĕклĕ. «Ирпе килетпĕр, хамăра килĕшнĕ вырăна суйласа илетпĕр. Уншăн тÿлеместпĕр. Хĕсĕрлекен те, вăрçăнакан та çук», - теççĕ сутуçăсем. Туянакансемшĕн те меллĕ: «Таçта кайса çÿремелле мар. Тархасшăн, пасара ан хупăр», - тĕрлĕ сас-хурана пула сисчĕвленнĕ халăх республика Пуçлăхĕнчен çапла ыйтрĕ. «Кун йышши пасарсем нихăçан та хупăнмĕç, - шантарчĕ тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов. - Хула влаçĕн вĕсен ĕç-хĕлне лайăхлатассишĕн тăрăшмалла».

Тавара кунтах йÿнĕпе туянса кăшт айккине кайса хаклăрах сутакансем те пур иккен. Шел, Михаил Васильевич çавăн йышшисемпе тĕл пулса калаçаймарĕ. Паллах, вĕсем тарса пытаннă е «ĕçе тухман». «Конкуренци кирлĕ. Вара çын терчĕ çинче пуйма ăнтăлакансем сахалланĕç. Хаксем те йÿнĕрех пулĕç. Çĕр ĕçĕ питĕ йывăр, кăткăс, çимĕç туса илме çăмăл мар», - терĕ республика Пуçлăхĕ. Халăха çавăн пекех уйрăм çынсене сĕт юр-варне сутма чарни пăшăрхантарать. «Темиçе ĕне те усратпăр, анчах сĕте ниçта хураймастпăр», - теççĕ вĕсем. Сăлтавĕ - хăвăрт пăсăлакан тавара упрама услови çукки. Сĕт туянас текен вара йышлă. Акă пасар тулашĕнчи автомобиль цистерни çывăхĕнче вăрăм черет тăсăлать. Çынсем пысăк савăтсемпех сĕт илеççĕ. Пахалăхĕпе, сутаканĕсемпе кăмăллă пулнине палăртрĕç вĕсем.

Михаил Васильевич хăй те пасарта «Импала» сортлă çĕнĕ çĕр улми туянчĕ. Шомиксен шултăра ыхрине мухтарĕ: «Ача чухне хамăр туса илнĕ ыхрана аса илтерчĕ. Шăрши мĕне тăрать!»

Пасар халăхĕ меллĕ самантпа усă курса Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен тĕрлĕ ыйтупа пулăшу ыйтрĕ. Строительсем хыççăн тавралăх вараланса юлни, пушă савăт йышăнакан пункт тул çутăличченех шавлама пуçлани, 90-мĕш çулсенче банксене хывнă укçа çухални, çурт таврашĕнче машина лартма вырăн çукки... Михаил Васильевич тивĕçлĕ органсене ыйтусене шута илсе çитес вăхăтрах пăхса тухма хушрĕ.

Шупашкарти тĕп пасарта тĕрлĕ çĕртен илсе килнĕ çимĕçпе сутă тăваççĕ. Помидор - Краснодартан, хура çырла - Мари Элтан, хăяр - тата таçтан... Çапах та: «Хамăрăн, чăвашра туса илни», - тесе ĕнентерме тăрăшаççĕ. Хальхинче те çаплах пулса тухрĕ. Хăяр-помидор хунă сентре умĕнчи хĕр те республика Пуçлăхне çак сăмахсенех каларĕ. Анчах тавар «сăнĕ» урăхлараххине асăрханă Михаил Васильевич ун патĕнчен хăпмарĕ, документсене кăтартма ыйтрĕ. Çухалса кайнăскере юнашар тăракан сутуçă «çăлса» хăварчĕ.

Хăйсем туса илнĕ таварсене сутакансем те çук мар. Акă Красноармейски районĕнчи Ефимовсем, амăшĕпе ывăлĕ, пилĕк çула яхăн пахча çимĕç ÿстерсе сутаççĕ. Вĕсен таварне çынсем хапăлласа туянаççĕ. «Помидора Тюмене, Кирова, Новосибирска илсе каяççĕ. Пирĕн виçĕ гектар ытла çĕр, - тет Светлана Михайловна. - Техника çукран йывăртарах. Пĕчĕк трактор кирлĕ те». Михаил Васильевич вĕсене çĕр ĕçченне пулăшма паракан çăмăллăхлă кредитсем пирки аса илтерчĕ, унпа усă курма сĕнчĕ, банксемпе çыхăну йĕрклеме пулăшма шантарчĕ. Ял çынни хуçалăх ĕçне ачисене те явăçтарать çав. Акă 14 çулти хĕр ача купăста, хăяр, çĕр улми... сутать. Ашшĕ-амăшĕ килте иккен, ытти ĕçпе аппаланать. «Мухтатăп çавăн йышшисене. Вĕсем ачисене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса, укçа хакне чухлама вĕрентсе ÿстереççĕ», - терĕ М.Игнатьев.

Михаил Васильевич кăнтăр çĕр-шывĕсенчен килнĕ çынсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Вĕсем республикăра 90-мĕш çулсенче тĕпленнĕ, пасарта суту-илÿпе ĕçлеме пуçланă. Арçынсем 20-30 çулхипе танлаштарсан пасарти лару-тăру чылай лайăх енне улшăннине, криминал, япăх пулăмсем хыçа юлнине палăртрĕç. Вĕсен çемйисем те кунти пурнăçпа кăмăллă иккен, ачисем институтсенче, шкулсенче вĕренеççĕ. Чăваш халăхне, çав шутра республика Пуçлăхне те, ырă кăмăлĕшĕн, тараватлăхĕшĕн тав турĕç.

Унтан Михаил Васильевич аш-какайпа, ытти апат-çимĕçпе, уйрăм хуçалăхсенче туса илнĕ сĕт юр-варĕпе сутă тăвакан уйрăмсене çитсе курчĕ. Тавар туянакансем хаксем ÿссе пынăшăн пăшăрханса калаçрĕç. Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков вара кăçал пахча çимĕç пĕлтĕрхинчен йÿнĕрех пулнине каларĕ. «Туянаканшăн - хаклă, сутаканшăн - йÿнĕ... Ку тĕлĕшпе пурне те тивĕçтерекен шайлашу нихăçан та пулаймĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Пасарти пулмăсене сăнасах, хаксемпе пахалăха тĕрĕслесех тăратпăр. Çапла майпа хушша-хуппа кĕрсе йĕрке тума тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра конкуренци çителĕксĕр. Ял çыннисене çăмăллăх кредитсем паратпăр. Çĕр çинче ĕçлеме, ытларах продукци туса илме кăмăлĕ пултăр».(Валентина Багадерова)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 июля 2012
11:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter