Елчĕк районĕ: пирĕн йыш ỹсрĕ

 "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ район хаçатне 2012 çулхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăмалли çырăнтару тапхăрĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Иртнĕ çулсенчи пекех Елчĕкри почтамт коллективĕ ăнăçлă ĕçлерĕ. Ялсенче почта çыхăну уйрăмĕсенче вăй хуракансем уйрăм çынсене, предприятисемпе организацисене пурĕ 3914 экземпляр çырăнтарнă. Çак кăтарту 2011 çулхи иккĕмĕш çур çулхи шайран чылай пысăкрах. Уйрăмах тĕп почтамтра, Елчĕкри пĕрремĕш çыхăну уйрăмĕнче, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Кỹлпуçĕнчи çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсен тăрăшулăхĕ пысăк. Кунсăр пуçне вулакансем "Елчĕк ене" "Чăвашпичет" ООО киоскĕ урлă çырăннă, хаçат редакцине килсе илекенсем те пур. Çапла вара район хаçачĕн 2012 çулхи иккĕмĕш çур çулти кулленхи тиражĕ тăватă пин экземпляра çитрĕ. "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ хаçата сарас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленĕ çыхăну работникĕсене, пирĕнпе хаçата çырăнса илекенсене пĕтĕм чĕререн тав тăвать, ырлăх-сывлăх, ĕçре, пурнăçра ăнăçу сунать.

АУ "Редакция Яльчикской районной газеты "Елчĕк ен" Минкультуры Чувашии.



12 июля 2012
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter