Муркаш кĕрлерĕ, савăнчĕ

Каçхи сакăр сехет çывхарать. Муркаша пухăннă çынсем кунти физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнчи сцена патнерех туртăнаççĕ. Юнашарах - Муркаш райповĕн суту-илÿ киоскĕсен речĕ, унти тĕрлĕ теттесене ашшĕ-амăшне туянма ыйтакан ача-пăча, райпо поварĕсем пĕçернĕ тутлă кукăль çисе киленекен аслă ăрури хисеплĕ çынсем, шашлыка ытларах килĕштерекен çамрăксем...

Çапла пуçланчĕ Муркашра иртнĕ шăмат кунхи каç. Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен, Çемье, юратупа шанчăклăх тата Раççейри çамрăксен кунĕсене халалланă уявсене пĕр кун ирттерчĕç.

 

Пĕрисем шкул пĕтернĕ, теприсем - качча каяшсăн

Уява килсе çитнĕ кашни выпускника регистрацилерĕç: вĕсен балĕ пуçланчĕ. «Фантазия» ташă ушкăнĕ хыççăн сцена çинче Чуманкассинчи, Муркашри вăтам шкулсенчен тата Муркаш лицейĕнчен вĕренсе тухăн çамрăксем хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Пурте хăйсен регистраци номерĕсемпе. Уява килнĕ кашни çын каярах балри корльпе королевăна палăртма хăйне килĕшнĕ выпускникшăн унăн номерне кăтартса смс-сасăлава хутшăнма пултарчĕ.

Акă сцена умнелле илемлĕ машинăсем кăшкăртса пыраççĕ, çакна кура халăх дружинникĕсем çынсене каярах чакма ыйтрĕç. Муркашри тăхăр хĕр качча кайма пуçтарăннă иккен. Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн районти демографи лару-тăрăвне лайăх енне улăштарас тесе, паллах, чĕрери вĕри туйăмсемсĕр мар, хăйсен чечек çыххисене ывăтрĕç. Апла Муркашра кăçал сахалтан та тата тепĕр вунă çемье ытла хушăнмалла...

Сцена çинче - илемлĕ ташă-юрă, уява пуçтарăннисем вара хĕрсе кайсах кĕсье телефонĕсемпе смс-хыпарсем çыраççĕ. 21сехет çурă: смс-сасăлав вĕçленнине пĕлтерсе райнти ертÿçĕсене сцена çине хăпарма ыйтрĕç.

«Çамрăклăх - чи хаклă вăхăт»

Хăйĕн саламлă сăмахĕнче район администрацийĕн пуçăлхĕ Р. Тимофеев пурне те «виçĕ хутлă» уявпа саламларĕ. Ростислав Николаевич районти райпо ĕçченĕсен ĕçĕ кашниншĕнех курăмлă пулнине, çамрăксен вара яланах авангардра пулмаллине палăртса каларĕ. Муркаш енĕн сакăр хастар çамрăкĕ район администрацийĕн Хисеп грамотисене, çирĕммĕшĕ - район администраци пуçлăхĕн Тав çырăвĕсенене тивĕçрĕç. Орининти шкултан вĕренсе тухнă халĕ МГУ студенткне Елена Алексеевăна - Раççей Федерацийĕн Президенчĕн преми лауреатне - республикăн Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.

«Çамрăклăх - чи хаклă вăхăт. Пурте сирĕн алăра. Аслă ăрăва хисеплĕр, пĕр-пĕрне пулăшса пырăр», - çакна палăртрĕ хăйĕн саламлă сăмахĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Григорьевич Ванеркин. Выпускниксен балĕн королĕпе королева пулма тивĕçнĕ яшпа хĕрĕн ячĕсене шăпах вăл пĕлтерчĕ. Акă конверт уçăлать: «Бал  королĕ... - Владимир Кузьмин, бал королеви... - Марина Николаева!» Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă çамрăксене куракансем тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

«Райпосем лайăхрах ĕçлесен бюджет пуянрах пулать»

Район пуçлăхĕ И. Николаев Муркаш райповĕ республикăра чи лайăххисенчен пĕри пулнине, район хыснинче вĕсен тÿпи  пĕчĕк маррине каларĕ. Унăн сăмахне «Чăвашпотребсоюз» пуçлăхĕн çумĕ А. Данилов çирĕплетсе Муркашри кооператорсем сумлă наградăсем тивĕçнине пĕлтерчĕ: «30 çул  потребкооперацийĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» кăкăр ум паллине Венера Константиновна Корольковăна, «Стройхозтовары» лавкка сутуçине, çакса ячĕç, Антонина Владимировна Карповăна потребкооперацийĕн ветеранĕ хисеплĕ ят панине пĕлтерчĕç, Раççей Федерацийĕн центрозоюзĕн Хисеп грамотипе Любовь Ивановна Ершовăна наградăларĕç, Вера Вениаминовна Карпова «Раççейри коопераци юхăмĕн çамрăк лидерĕ» кăкăр ум паллине тивĕçрĕ. Людмила Витальевна Звонкова технолога район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.

Муркашри райпо канашĕн председателĕ Б. Андреев ку таранччен тунă сулмаклă утăмсене аса илчĕ. Йывăр вăхăтсем те сахал мар пулнă, вĕсене çĕнтерсе пырса паян райпо ăнăçлă аталанать. Çакна юлашки çулсенче уçăлакан çĕнĕ лавккасем, çĕнĕ кафесем те çирĕплетеççĕ. Вăхăт ыйтнинчен юлмасть паян Муркаш райповĕ. Апла уявра туллин савăнма кăмăлĕ те пысăк пулчĕ вĕсен.

 Малашенхи тăнăçлăх

«Паянхи Муркаш çамрăкĕсен ÿсĕмĕсенчен районăн малашнехи тăнăçлăхĕ килет», - çапла палăртрĕ кооператорсене, çамрăксене, çемьесене саламланă май Муркаш ял тăрăх пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С. Ермолаев. Сергей Николаевич район, ял тăрăхĕн пурнăçĕнче çемьесен ролĕ пысăккине тепĕр хут аса илтерсе Лариса Александровнăпа Николай Иванович Аксендаровсен çемйине парне парса саламларĕ. Çурла-три ялĕнчи çамрăк çемье виçĕ ача пăхса ÿстерет, ĕçре маттур, ял-йышра хисепре. Уявра Чуманкасси ял тăрхĕнчи Полина Николаевнăпа Николай Либкнехтович Волковсен  тата Муркашра пурăнакан Лариса Константиновнăпа Сергей Валентинович Андреевсен çемйисенене те (икĕ çемйи те Муркаш райпо тытăмĕнче вăй хураççĕ) саламларĕç.

Ыранхи пурнăçа йĕркелекен Муркаш çамрăкĕсем «вĕренни çутă кăна мар, вĕренни ылтăн» пулнине хăйсем курса ĕненчĕç. «Алмаз-холдинг» представителĕ вĕсене Муркашри вăтам шкултан тата Муркаш лицейĕнчен «ылтăн» медальсемпе вĕренсе тухнисене, ылтăн кулонсем парнелерĕ. Ыттисемшĕн пулчĕ ăмсанмалли...

 «Ах чĕре,чĕрем...»

Муркаш райповĕ халăха уяв парнелес тесе чăваш эстрада юрăçисене чĕннĕ: Алина Варна, Татьяна, Людмила Казакова... Алексей Шадриковăн «Ах, чĕре, чĕрем» юррипе куракансен чĕрисем чăнах та вырăнтан хускалчĕç: юрăçсемпе пĕрле юрласа ташласси çакăнтан пуçланчĕ. Муркашра лайăх пĕлекен Алинăпа Александр Куликовсем, Фаина Григорьева та илемлĕ юрăсемпе халăха савăнтарчĕç. Сцена çине «Рэндом» ташă шоу-балечĕ тухсан унтан никам та куç вĕçертмерĕ.

Каçхи вун пĕр хыççăн Муркаш çинчи тÿпе тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ фейерверкпа ялкăшрĕ. Çакăн хыççăн ватти-вĕтти киле саланма пуçларĕ, çамрăксем вара ди-джейсен фестивалĕнче савăнчĕç.



12 июля 2012
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter