Шанчăк çирĕпленет

Канашри культура керменĕнче ЧР агропромышленноç пĕрлĕхĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов ертсе пынипе асăннă пĕрлĕхĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов хутшăнчĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас, пасарта ял хуçалăх продукцийĕ, чĕр тавар тата апат-çимĕç сутаслăхне йĕркелес программăпа килĕшÿллĕн республика кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ăна мĕнле пурнăçлани тата агропромышленноç комплексне патшалăх епле пулăшни çинчен ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов доклад турĕ.

Чăх-чĕп отрасльне модернизациленине пула Чăваш Енре аш-какай туса илесси пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 4,6% ÿснĕ. Сĕтпе те республика ăнăçлă аталанать. Кунта Шупашкар, Тăвай, Елчĕк районĕсенчи «Ольдеевская», «Акконд-агро», «Комбайн» ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен тата ял халăхĕн тÿпи пысăк. Фермăсемпе комплекссене тĕпрен юсама ял хуçалăх ĕçченĕсем 8 çуллăха 4,3 млрд тенкĕлĕх кредит илнĕ - 112 объекта çĕнетнĕ, вăл шутра 79-шĕ - сĕт паракан ĕне фермисем. Кăçал тата 16 объект хута яма хатĕрленеççĕ. Шел, Куславкка районĕнчи пĕр хуçалăх та çак таранччен витесене юсаса çĕнетме кредит илмен. Ку тăрăхра ĕне выльăх отрасльне аталантарса тупăш илесси пирки шухăшлас чухне сăвакан ĕнесен йышне çулсерен чакараççĕ.

Çак кунсенче хуçалăхсенче çине тăрсах выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, пĕр çул ÿсекен курăксене, çаран ути çулаççĕ. Республикăра кашни выльăх пуçне вăтамран 10 апат единици ытларах хатĕрленĕ /планпа - 30/. Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕсем юлса пыраççĕ - цифрăсем республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пĕчĕк.

Сысна, мăйракаллă шултра выльăх йышĕ Улатăр, Муркаш, Пăрачкав енче сисĕнмеллех чакнă.

Тыр-пул, çĕр улмипе пахча çимĕç çитĕнтерес енĕпе те çăмăл мар. Кĕрхисен 45 проценчĕ пĕтнĕрен лаптăксене çĕнĕрен пăсса акма лекнĕ. Çавна май Чăваш Енре кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ пĕлтĕрхинчен 27593 гектар пĕчĕкрех.

Унччен çĕр улми тăкакăн 50 процентне çитиех каялла тавăрнă, пĕлтĕр - 10% çеç. Тупăш сахалрах кĕнĕ. Апла пулин те лаптăксене чакарман.

Юлашки вăхăтри çумăрсене пула тухăç аванах пулассăн туйăнать. Çав вăхăтрах Раççейри 12 регионта шăрăха пула лару-тăру йывăрланать. Пĕлтĕр çĕр-шыв 94,2 млн тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ, РФ Ял хуçалăх министерстви кăçал 85 млн тонна çеç пухса илесси çинчен пĕлтерет.

«Ĕçе пуçăнакан фермер» программа темиçе çула пырать. Кăçал 51 фермер 54 млн тенкĕллĕ пулнă. Чылайăшĕ техника туяннă.

Грант илмелли май темĕн чухлех: сĕт, аш-какай, хăмла туса илессине аталантарма, çимĕç тирпейлеме управсем тума проектсем хатĕрлемелле.

«АПК аталанăвĕ» программăна 2013-2020 çулсенче ĕçлеттерме РФ Ял хуçалăх министерстви çĕнĕ проект хатĕрленĕ, ăна пăхса тухма РФ Правительствине çитернĕ. Кунта малтанхипе танлаштарсан улшăну чылай кĕртнĕ. Дизтопливăна унччен 30% йÿнетнĕччĕ, 2012 çулăн иккĕмĕш çурринче - 20%. Пĕр килограмм дизтопливăшăн 22,5 тенкĕ тÿлемелле. Чăваш Ен валли ăна 11 пин тонна уйăрнă /пĕлтĕрхинчен 15-20% нумайрах/ йăлтах Чĕмпĕр¬тен турттарса килмелле.

Малашне минерал удобренишĕн, элита вăрлăхшăн субсиди пайăррăн уйăрмĕç. Малтанлăха палăртнă тăрăх акакан-лартакан кашни гектар çĕр пуçне вăл пĕрер пин тенкĕ пулмалла.

Хăш-пĕр пулăшу çаплипех сыхланса юлать. Мелиорацие, сĕт суса илессине, пĕчĕк формăллă хуçалăхсене, инновацие аталантарасси, ытти те.

2013 çултан пуçласа ют çĕр-шыв техники туянма та субсиди парĕç. Юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсем ытларах хамăрăн техникăна туянччăр тесе çакнашкал пулăшу пулман.

Проекта чылай çĕнĕлĕх кĕртнĕрен, ахăртнех, доклада сÿтсе явма йышлăн хутшăнчĕç. Ял хуçалăхĕ чăнласах пысăк йывăрлăх тÿсет. Патшалăх пулăшăвĕ лайăх, унсăрăн вăл пачах пĕтсе ларĕччĕ. Хăшĕ-пĕрин шухăшĕпе, хаксем çирĕп пулсан субсидисĕрех пурăнĕччĕç. Теприсем вара, çаврăнăçуллисем, ку чухне те аптрамаççĕ.

Патăрьел районĕнчи «Батыревский» АХО директорĕн Петр Ялуковăн сăмахĕ шухăша ячĕ, çав вăхăтрах чылайăшĕн шанчăкне çирĕплетрĕ. «Чи кирли - пахалăх», - терĕ Петр Валерьевич. Тĕш тыррăн кашни килограмне пĕлтĕр - 6,8 тенкĕпе, çĕр улмине 6,2 тенкĕпе сутма пултарнă. Çав вăхăтрах тыррăн хăй хаклăхĕ - 4,1 тенкĕ, çĕр улмин 3,9 тенкĕ пулнă. Сĕте çулталăк тăршшĕпех вăтамран 14 тенкĕпе сутнă, хăй хаклăхĕ - 9. Хуçалăх тупăшлă аталаннине вулакан ăнланса илчĕ пулĕ.

«Чăваш бройлерĕ» АУО ертÿçи Вадим Николаев обществăна хăй ертсе пыма тытăннăранпа йывăрлăхсене епле çĕнтерни çинчен каласа кăтартрĕ. «Производствăна ÿстерсе-хушăнтарса пымасăр аталанма май çук», - терĕ вăл. Куславкка районĕнче пĕр ферма е комплекс туманнинчен шутсăр тĕлĕнчĕ. Кам килсе туса парасса кĕтеççĕ-ши? Сĕт хакĕ пирки вĕçĕм тавлашатпăр. Ăна кама сутатпăр: патшалăха-и е хамăра улталакансене-и? Хушша-хуппа кĕрсе услам тăвакан йышлă халĕ. «Шухăшласа пăхăр, - сĕнчĕ Вадим Иванович. - Ыйтусене хамăрах çивĕчлететпĕр мар-и? Тен, айăпне хамăртах шырамалла. Патшалăх пулăшать, пăрахмасть, анчах унпа усă курма пĕлместпĕр».

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕр кун маларах «Чăваш Республикинче сутлăх сĕт туса илес тата ăна вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене, çав шутра хушма хуçалăх тытакан граждансене тата агропромышленноç комплексĕн организацийĕсене, вĕсен йĕркелÿ-право формине пăхмасăр, патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен» Указ кăларни сĕт ыйтăвĕ пирки çивĕчреххĕн калаçма май пачĕ, тавлашусем çуратрĕ.

Указпа Сергей Павлов министр паллаштарчĕ. Çĕртме, утă, çурла уйăхĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсене сутнă кашни килограмм сĕтшĕн - чи пысăк сортлишĕн- 2, 1-мĕш сортлишăн - 1 тенкĕ - хушса тÿлеççĕ. Ял çыннисене - 1,5 тенкĕ.

ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх - ЧР ял хуçалăхне 2012 çулта республика бюджетĕнчен 475,8 млн тенкĕ хушма пулăшу лекет, вăл шутра сĕт туса илекенсене - 69,7 млн тенкĕ.

Сĕт хакĕ пирки калаçу çулталăк пуçланнăранпах пырать, çуркунне енне çивĕчленсех çитрĕ.

ЧР Аграри ветеранĕсен пĕрлĕ¬хĕн ячĕпе Петр Ивантаев калаçрĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне çыру çырнине пĕлтерчĕ. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăха вун-вун çул ертсе пынă Аркадий Айдак чун пăшăрханăвне палăртса «Хыпар» редакцине темиçе те çитрĕ. Хаçатра А.Гордеевăн «Ял пуласлăхĕ шухăшлаттарать» /73-74 //* ака, 21/ çивĕч статйипе, ял çыннисен ячĕпе - Етĕрне районĕнчи Яракасси старости Владимир Белов РФ ял хуçалăх министрĕ Н.В.Федоров патне янă «Пĕр¬лешÿллĕ хуçалăх, килти хуçалăх, фермер: танлăх кирлĕ» çырăвĕ те /115 /, çĕртме, 20/ витĕм кÿчĕ пулĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев указ кăларчĕ. Сĕт туса илекенсене пу¬¬лăш¬масан темиçе çултан республикăра ĕне йышĕ вăйлах чакасси пирки никам та иккĕленмест. «Тинех пăр тапранчĕ, пулăшу питĕ вăхăтлă», - савăнчĕç ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсене ертсе пыракансем. (Валентин Григорьев)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
12 июля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter