Тупăш ÿсет, пулăшу вăйланать

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттерчĕ. Правительство членĕсем 29 ыйту пăхса тухрĕç.

Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пысăк кăтартусемпе палăрнă: промышленноç производствин, çурт-йĕр строительствин, вак суту-илÿ калăпăшĕ, ял хуçалăх продукцине туса илесси, халăха тÿлевлĕ пулăшупа тивĕçтересси, халăхăн тупăшĕ ÿснĕ. Çакă Чăваш Республикин бюджетне, финанс министрĕ палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 15,6 процент /8,7 процент планланă/ пуянлатнă.

«Чăваш Республикин 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013 тата 2014 çулсенчи бюджечĕ çинчен» саккуна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн бюджетăн тупăш пайĕ 2012 çулта 31910,1 млн тенкĕне çитĕ, - терĕ ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков. - Малтан палăртнипе танлаштарсан ÿсĕм 20,1 процентпа танлашать. Расхут пайĕ кăçал - 36102,8 млн тенкĕ /палăртнинчен 30,8 процент ытларах/. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем ансатлатнă йĕркепе тÿлекен налук 330 млн тенкĕ нумайланĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ку налука 56,6 процент /5,5 процент планланă/ ытларах пухнă. Налуксăр тупăшăн пайне Чăваш Республикин харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курса, тÿлевлĕ пулăшусен, штрафсен тупăшĕнчен килекен нухратпа ÿстерме палăртнă».

Михаил Игнатьев пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене малашне те пулăшассине пĕлтерчĕ. Экономикăн çак тытăмне тĕрев пама кăçал 408,4 млн. тенкĕ /пĕлтĕр - 330,9 млн/ уйăрма палăртаççĕ. «Предпринимательсем çак укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курма пултарччăр, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеччĕр», - терĕ.

Саккун проекчĕ çавăн пекех ял хуçалăхне хушма пулăшу /475 млн тенкĕ/ пама шантарать. Пĕтĕмпе кăçал агропромышленноç комплексне тĕрев пама 2125 млн тенкĕ /çак шутран федерацин - 1461,9 млн, республикăн - 663,1 млн/ уйăрма йышăннă. Ку пĕлтĕрхинчен 10,3 процент ытларах. Кăçал патшалăх ял хуçалăхне нумай енлĕн пулăшать: ĕçе пуçăнакан фермерсене грантпа хавхалантарать, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисен выльăх-чĕрлĕх фермисене йĕркеленĕ чухнехи тăкакĕсене саплаштарать, экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ регион программисене çул парать.

Республикăра çурт-йĕр строительствине пулăшма саккун проекчĕ 634,4 млн тенкĕ уйăрма палăртать. Çак шутра - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли субвенцисемпе субсидисем, çамрăк çемьесене çурт лартма, хваттер туянма паракан социаллă тÿлевсем... Общество инфратытăмне аталантарма хушма 962,6 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Унпа вĕренÿ учрежденийĕсене, ача сачĕсене юсаса çĕнетме усă курĕç. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай тата Тăвай салисенчи физкультурăпа спорт комплексĕсене, Вăрнарти хупă катока, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулăн çăмăл атлетика манежне, культура объекчĕсене /Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти кану центрне хута яма, Чăваш патшалăх пукане театрĕн çуртне реставрацилеме/ тума, юсаса çĕнетме хушма укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Республикăна федераци бюджетĕнчен «Таса шыв» тĕллевлĕ программăпа килнĕ укçа-тенкĕпе Патăрьел, Шăмăршă районĕсене тата Комсомольски районĕн кăнтăр пайне шыв илсе пыма, Çĕрпÿ хулинче тасатакан сооруженисем тума палăртаççĕ.

Михаил Игнатьев тухăçлă ĕçлесе пыракан предприятисен ертÿçисене республика экономикин аталанăвне курăмлă тÿпе хывнăшăн тав турĕ. Вăл çавăн пекех бизнеспа çыхăну йĕркеленин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ, çапла майпа тавар туса кăларакансене мĕн енчен ытларах пулăшмаллине лайăхрах ăнланма май килнине каларĕ. «Влаçăн тĕрĕс тата яваплă бизнесшăн шанчăклă партнер пулса тăмалла», - терĕ республика Пуçлăхĕ.

Чăваш Енĕн 2013-2015 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн прогнозĕпе экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх - çак тапхăрта халăхăн укçа-тенкĕ тупăшĕ ÿсĕ. Çакă шалу хăпарнипе тата инфляци шайĕ чакнипе çыхăннă. Прогноз 2015 çулта халăхăн тупăшĕн виçи пĕлтĕрхипе танлаштарсан 20,7 процент хăпарнине, пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă çынсен шучĕ 2011 çулхи 19,5 процентран 2015 çулта 15 процента çити чакнине кăтартать. Ĕçсĕрлĕх чакнипе тата халăхăн тупăшĕ ÿснипе вак суту-илÿ çаврăнăшĕ 2015 çулта 33,3-35,8 процент хăпарать.

Патшалăх ялсемпе хуласенчи культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен коммуналлă пулăшу тăкакĕсене саплаштарать. Культура министрĕ Вадим Ефимов палăртнă тăрăх пĕлтĕр ку çăмăллăхпа 1620 çын усă курнă, кăçал 1579 çынна шута илнĕ. Ку тĕллеве пурнăçлама 15 млн 300 пин тенкĕ кирлĕ. Республикăри 549 библиотекăран 74-шне Интернетпа çыхăнтарман. Муниципалитетсене ку ĕç-хĕле пурнăçлама республика бюджетĕнчен укçа уйăрма палăртни ялсене виртуаллă уçлăхпа хăвăртрах çыхăнма пулăшĕ. Михаил Игнатьев культура министрне ку ĕçе юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме хушрĕ. Çавăн пекех Вадим Ефимов министр республика гимнĕн авторĕ Г.С.Лебедев çуралнăранпа 100 çул çитнине уявлама йĕркелÿ комитетне туса хурасси çинчен пĕл¬терчĕ.

Министрсен Кабинечĕн членĕсем патшалăх корпорацийĕн - Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра реформа ирттерме пулăшакан фондăн - укçи-тенкине граждансене кивĕ çуртсенчен куçарма Улатăр хулине, Патăрьел, Пăрачкав, Вăрмар, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕ¬мĕрле районĕсене пайласа памалли йĕркене ырларĕç. Муниципалитетсене республика бюджетĕнчен нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене, çулсене тĕпрен юсама паракан субсидие шутламалли йĕркене çирĕплетрĕç. Михаил Игнатьев Шупашкарти çулсене мĕнле юсанипе кăсăкланчĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков кăçал 107 картишне йĕркене кĕртме палăртнине, ĕçĕн 20 ытла процентне пурнăçланине пĕл¬терчĕ. Республика Пуçлăхĕ юсав ĕçĕсен юхăмĕпе кăсăклансах тăмаллине палăртрĕ, мĕншĕн тесен чылай чухне конкурссенче ĕçлеме вăй-хăвачĕ çитмен подрядчиксем çĕнтереççĕ. «Пĕлтĕр юсанă вырăнсене çитсе пăхмалла. Вара тÿрех вĕсем мĕнле ĕçленине ăнланса илме пулать», - терĕ Михаил Игнатьев.

Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов каланă тăрăх - республикăра пурăнакан ачасен 1,07 проценчĕ тăлăх, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ¬сĕр çитĕнеççĕ. 350 яхăн ачан харпăрлăхĕнче çурт пур. Анчах вĕсен çурри ытла пайне тĕпрен юсамалла. 42-шĕн çурт-йĕрне халех йĕркене кĕртме пуçăнмалла. Ку ĕçе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пурнăçламалла. Сергей Владимирович ĕç-хĕле саккунпа килĕшÿллĕн тума май паракан йĕркепе паллаштарчĕ. Республика Пуçлăхĕ тăлăхсен çурчĕсене мĕн чухлĕ вăхăт иртсен тепĕр хут юсамаллипе кăсăкланчĕ. С.Куд¬ряшов палăртнă тăрăх - пĕр хутчен çеç иккен, хăйсем ыйтупа влаç органĕсем патне тухсан.

Юстици министрĕ Надежда Прокопьева «Чăваш Республикинчи муниципалитетăн чи лайăх служащийĕ» конкурс ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Михаил Васильевич çакăн йышши мероприятисем професси сумне ÿстерме, кадрсен ылмашăвне чакарма пулăшасса шаннине палăртрĕ.

Правительство членĕсем ирĕк¬лĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсене тата вĕсен çемйисене пĕр хутчен пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшмалли йĕркене çирĕплетрĕç, ЧР Министрсен Кабинечĕн тĕрлĕ тапхăрти йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртрĕç.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
12 июля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter