Патшалăх нумай ачаллисене хавхалантарĕ

Утă уйăхĕн 9-15-мĕшĕсенче республикăра «Мана пурнăç парнеле» акци пырать. Çавна май Чăваш Енри район-хуласенче тĕрлĕ мероприяти иртет. Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 1-мĕш клиника сыватмăшĕнче пулчĕ, унта тăрăшакансен ĕçĕпе паллашрĕ.

Больницăн перинаталь центрĕ 56 пине яхăн хĕрарăма йышăнать. Унта çулсерен 6 пине яхăн пепке çуралать. Кăçалхи ултă уйăхра акушер гинекологсем 4056 ачана кун çути курма пулăшнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 840 пепке сахалрах çуралнă. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене çĕ¬нетмелли программăсемпе килĕшÿллĕн сыватмăшăн акушер тата ача-пăча уйрăмĕсенче юсав ĕçĕсем тунă, пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.

Михаил Игнатьев тин çуралнисен реанимаципе интенсивлă терапи уйрăмĕпе паллашрĕ. Кунта вăхăтсăр çуралнисене, 1 килограмм таякан ачасене пăхаççĕ. Çĕнĕ оборудовани пулăшăвĕпе çакнашкаллисем çитĕнеççĕ, пурăнаççĕ. Михаил Васильевич палатăсенчи лару-тăрупа кăмăллă пулнине палăртрĕ.

- Кунта чăннипех те чăваш çĕрĕн тивĕçлĕ представите¬лĕсем пухăннă, - терĕ республика Пуçлăхĕ тÿремре тăракан пулас амăшĕсене, пепке тытса тăракансене тата нумай ачаллă çемьесене сăнанă май. - Эпĕ чĕре айĕнче чун тĕпренчĕкне йăтса çÿрекенсен телейлĕ сăнĕсене куратăп. Çут тĕнчене килме хатĕрленекен пепкесене еплерех кĕтсе илме хатĕрленнине куртăм. Обществăн тĕп пуянлăхĕ - сывă, телейлĕ ачасем. Патшалăх çемьесене хавхалантарать. Кăçал виç¬çĕмĕш ачана кун çути парнеленĕ 500 яхăн çемье 100 пин тенкĕ илчĕ. Унсăр пуçне вĕсем çĕр лаптăкĕллĕ пулаççĕ. 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа виç¬çĕмĕшĕшĕн 3 çул тултариччен уйăхсерен 5200 тенкĕ тÿлĕпĕр.

Михаил Васильевич ачасен воспитанийĕнче ÿсĕм тунăшăн 1-мĕш клиника тухтăрĕсене Юрийпе Ольга Петровсене «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне пачĕ. Михайловсен, Никифоровсен, Васильевсен, Ткаченкопа Кучеренко çемйисем патшалăх тата республика сертифика¬чĕсене тивĕçрĕç. Павловсен, Орловсен, Натинсен, Смирновсен çемйисем 100 пин тенкĕ илме май паракан сертификат илчĕç. Карповсемпе Яковлевсен çемйисем çĕр лаптăкĕллĕ пулчĕç.

- Пирĕн тĕллев - çакнашкал перинаталь центрĕсене тăвасси. Тухтăрсен квалификацие ÿстермелле, пулас амăшĕсен, ачасен сывлăхне упрамалла. Эпир çакна тума тăрăшăпăр, - терĕ ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова. Уява «Ача кĕтекен чиперук» мода фестивалĕ вĕçлерĕ. Пулас амăшĕсем сцена çине тĕрлĕ тумпа тухрĕç. Пепкеллисем ачана алă пулăшăвĕсĕр йăтса çÿреме май паракан слингпа паллаштарчĕç 

Утă уйăхĕн 9-15-мĕшĕсенче республикăра «Мана пурнăç парнеле» акци пырать. Çавна май Чăваш Енри район-хуласенче тĕрлĕ мероприяти иртет. Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 1-мĕш клиника сыватмăшĕнче пулчĕ, унта тăрăшакансен ĕçĕпе паллашрĕ.

Больницăн перинаталь центрĕ 56 пине яхăн хĕрарăма йышăнать. Унта çулсерен 6 пине яхăн пепке çуралать. Кăçалхи ултă уйăхра акушер гинекологсем 4056 ачана кун çути курма пулăшнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 840 пепке сахалрах çуралнă. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене çĕ¬нетмелли программăсемпе килĕшÿллĕн сыватмăшăн акушер тата ача-пăча уйрăмĕсенче юсав ĕçĕсем тунă, пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.

Михаил Игнатьев тин çуралнисен реанимаципе интенсивлă терапи уйрăмĕпе паллашрĕ. Кунта вăхăтсăр çуралнисене, 1 килограмм таякан ачасене пăхаççĕ. Çĕнĕ оборудовани пулăшăвĕпе çакнашкаллисем çитĕнеççĕ, пурăнаççĕ. Михаил Васильевич палатăсенчи лару-тăрупа кăмăллă пулнине палăртрĕ.

- Кунта чăннипех те чăваш çĕрĕн тивĕçлĕ представите¬лĕсем пухăннă, - терĕ республика Пуçлăхĕ тÿремре тăракан пулас амăшĕсене, пепке тытса тăракансене тата нумай ачаллă çемьесене сăнанă май. - Эпĕ чĕре айĕнче чун тĕпренчĕкне йăтса çÿрекенсен телейлĕ сăнĕсене куратăп. Çут тĕнчене килме хатĕрленекен пепкесене еплерех кĕтсе илме хатĕрленнине куртăм. Обществăн тĕп пуянлăхĕ - сывă, телейлĕ ачасем. Патшалăх çемьесене хавхалантарать. Кăçал виç¬çĕмĕш ачана кун çути парнеленĕ 500 яхăн çемье 100 пин тенкĕ илчĕ. Унсăр пуçне вĕсем çĕр лаптăкĕллĕ пулаççĕ. 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа виç¬çĕмĕшĕшĕн 3 çул тултариччен уйăхсерен 5200 тенкĕ тÿлĕпĕр.

Михаил Васильевич ачасен воспитанийĕнче ÿсĕм тунăшăн 1-мĕш клиника тухтăрĕсене Юрийпе Ольга Петровсене «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне пачĕ. Михайловсен, Никифоровсен, Васильевсен, Ткаченкопа Кучеренко çемйисем патшалăх тата республика сертифика¬чĕсене тивĕçрĕç. Павловсен, Орловсен, Натинсен, Смирновсен çемйисем 100 пин тенкĕ илме май паракан сертификат илчĕç. Карповсемпе Яковлевсен çемйисем çĕр лаптăкĕллĕ пулчĕç.

- Пирĕн тĕллев - çакнашкал перинаталь центрĕсене тăвасси. Тухтăрсен квалификацие ÿстермелле, пулас амăшĕсен, ачасен сывлăхне упрамалла. Эпир çакна тума тăрăшăпăр, - терĕ ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова. Уява «Ача кĕтекен чиперук» мода фестивалĕ вĕçлерĕ. Пулас амăшĕсем сцена çине тĕрлĕ тумпа тухрĕç. Пепкеллисем ачана алă пулăшăвĕсĕр йăтса çÿреме май паракан слингпа паллаштарчĕç.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
12 июля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter