Ял çыннине тĕрев параççĕ

Николай АНДРЕЕВ, Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ЯХПК ертÿçи:

- Эпир ку указа тахçанах кĕтетпĕр. Пирĕн мăйракаллă шултра выльăх 1500 пуç, вĕсенчен 500-шĕ - сăвакан ĕнесем. Хуçалăх аш-какай тата сĕт сутнипе тытăнса тăрать. Тĕрлĕ парăмпа татăлма укçа нумай кирлĕ. Шалушăн та чылай тăкаклатпăр - иртнĕ уйăхра çеç 1200 пин тенкĕ ĕç укçи тÿлерĕмĕр. Сĕт сутнăшăн вара кунсерен чĕрĕ укçа кĕрет. Хальлĕхе кашни килограмне 10,5 тенкĕпе сутатпăр. Хушса тÿлени тăкаксене саплаштарма май парать. Унсăрăн тупăш илеймĕпĕр.

Геннадий РОМАНОВ, Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» ЯХПК председателĕ:

- Çакăн пек пулăшăва эпир тахçанах кĕтнĕ. Мĕншĕн тесен çуллахи тапхăрта пирĕн сĕте питех те йÿнĕпе туянаççĕ. Литр пуçне тивекен 10-11 тенкĕ хăй хаклăха саплаштармалăх кăна. Кун пек чухне сĕт туса илес ĕç-хĕле хăватлăлантарасси пирки шухăшламалли те çук. Сăмах май, хуçалăхсене субсиди парассине кÿршĕ регионсенче виçĕ-тăватă çул каяллах пурнăçа кĕртнĕ. Тата çакна та хушса калам: пулăшăва виçĕ уйăх валли кăна палăртни - çителĕксĕр. Ăна çулталăк тăршшĕпех тумалла. Çавăн чухне тин çак пулăшăвăн тĕревне туйса илĕпĕр.

Михаил ПЕТРОВ, Патăрьел районĕнчи «Малалла» эртел тата «Первомайск» ЯХПК ертÿçи:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Указне ырламалла. Çакнашкал утăма тахçантанпах кĕтетпĕр. Питĕ вăхăтлă йышăну. Çулла, сĕт хакĕ чакнă вăхăтра, сутнă кашни литр пуçне укçа хушса тÿлени аван пулăшу. Туса илнĕ продукцие никамăн та йÿнĕпе парас килмест. Пирĕн пек пысăк хуçалăхсемшĕн кăна мар, хушма хуçалăх тытакан хресченсемшĕн те пулăшу ку. Паллах, субсиди хакне кăшт ÿстерсен тата аванччĕ... Ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене республика субсидийĕсем питĕ хавхалантараççĕ, кун хыççăн тата лайăхрах, тата ытларах ĕçлес килет.

Николай ГОЛОВИН, Елчĕк районĕнчи “Победа” ООО директорĕ:

- Ку - питĕ кирлĕ те вырăнлă пулăшу. Виçĕм кун эпир республикăри агропромышленноç союзĕн анлă ларăвне хутшăнтăмăр. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн сутлăх сĕт туса илекенсене тата ăна вырнаçтаракансене патшалăх пулăшăвĕ памалли çинчен калакан Указĕ пирки те калаçрĕç. Çак Указпа килĕшÿллĕн кăçалхи утă-çурла уйăхĕсенче - ун чухне хаксем чакса каяççĕ - ял хуçалăх организацийĕсем чи лайăх сортлă 1 литр сĕтшĕн 2 тенкĕ, 1-мĕш сортшăн 1 тенкĕ илессине пĕлтерчĕç. Килти хушма хуçалăх тытакансене вара 1,5 тенкĕ пама йышăннă-мĕн. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацийĕсен ертÿçисен шухăшĕпе, 1-мĕш сортшăн тивĕçекен субсиди виçине те 1,5 тенке çитерсен лайăхрах. Хальхи вăхăтра эпир 1 литр сĕте вăтамран 10 тенкĕпе сутатпăр. Патшалăх пулăшăвĕ тăкаксен пĕр пайне саплаштарма май парĕ. Унсăр пуçне сĕт туса илекенсене хаксем чакса кайнă тапхăрта çеç мар, çулталăкĕпех пулăшма пуçласшăн тенине илтрĕмĕр - çакă чăнлăха çаврăнасса шанатпăр.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 июля 2012
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter