Ял спорт вăййисем çÿллĕ шайра иртĕç

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Енре утă уйăхĕн 14-18-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисен йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Хальлĕхе Раççей регионĕсенчи пĕрлештернĕ 60 команда вăйăсене хутшăнма кăмăл тунине çирĕплетнĕ. Чăваш Енĕн 50 спортсменран тăракан команди республика чысне ăмăртăвăн 17 тĕсĕнче те хÿтĕлĕ. Кăçал вăйăсен программине пĕрремĕш хут йывăр атлетикăн виçĕ енне - йывăр михĕпе кукленесси, тиевлĕ урапана куçарасси, кире пуканне хапха урлă ывăтасси - кĕртнĕ. Тĕп ăмăртусем Шупашкарти «Олимпийский», «Энергия», «Спартак» стадионсенче иртĕç. Спортсменсене çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар тата Кÿкеç йышăнĕç. Муниципалитет ертÿçисем спорт объекчĕсене хатĕрлесе çитернине çи¬рĕплетнĕ. Физкультура, спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников каланă тăрăх - ăмăрту ирттермелли вырăнсене йĕркене кĕртнĕ, вăйăсене хутшăнакансене тата хăнасене кĕтсе илме, вĕсене апатлантарма, медицина пулăшăвĕпе, транспортпа тивĕçтерме хатĕр. Иван Моторин яваплă орган ертÿçисемпе пуçлăхĕсене «вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеме, ял спорт вăййисене тивĕçлĕ шайра ирттерме» чĕнсе каланă. Вăйăсене Шупашкарти «Олимпий¬ский» стадионта утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче 20 сехетре чаплă лару-тăрура уçма, утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче 15 сехетре Анне палăкĕ патĕнче вĕçлеме палăртнă. Ăмăртусене тÿлевсĕрех пырса курма пулать. (В.Легкова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 июля 2012
13:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter