«Ачасене уйăрмалла мар: вĕсен пĕр тан майсем пулччăр»

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 18-мĕш вăтам шкула тата 4-мĕш лицее çитсе курчĕ. Кунта Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмне модернизацилемелли йĕркепе килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсем пыраççĕ

2012 çулта асăннă программăпа Чăваш Енри вĕренÿ учрежденийĕсене /пĕтĕмпе 179 объект/ тĕпрен юсама 360 млн тенкĕ уйăрнă. Ку укçапа Чăваш Енри кашни виççĕмĕш шкулта çурт тăррине юсама, сантехникăна, чÿрече рамисене улăштарма, авари хăрушлăхĕ кăларса тăратакан япаласене тÿр­летме усă кураççĕ. Çавăн пекех 20 шкулта сывлăхĕ хавшак, сусăр ачасене вĕренме тивĕçлĕ условисем туса парĕç.

Энтузиастсен урамĕнче вырнаçнă 18-мĕш шкула 1972 çулта уçнă. Хĕрĕх çул хушшинче çурта пĕрре те тĕпрен юсаман. Стена, мачча вистеннĕ, хăма сарнă урай сăрри хăпăннă... Пур çĕрте те вăхăтăн сиенлĕ витĕмĕ сисĕнет. Çакăн евĕр шкул Шупашкарта ку таранччен упранса юлнинчен Михаил Васильевич та тĕлĕнчĕ. Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов каланă тăрăх - тĕп хулара çакăн пек сăн-сăпатлă ултă шкул тата 7 ача сачĕ.

18-мĕш шкула тĕпрен юсаса çĕнетме кăçал бюджетран 6 млн тенкĕ ытла уйăрнă. «Тăрă улăштарма, чÿрече лартма, сантехникăна çĕнетме палăртнă, - тĕллевсемпе паллаштарчĕ Ирина Миротворская шкул директорĕ. - Хальхи вăхăтра тăватă подряд организацийĕ ĕçлет. Кĕçех стадион тума пуçламалла. Мĕн пур ĕçе çурла уйăхĕн варри тĕлне вĕçлеме шухăшлатпăр».

Михаил Игнатьев спорт, акт залĕсенче, туалетсенче строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕ, строительсемпе калаçрĕ. «Ĕç, материалсен пахалăхĕ нормăпа ки­лĕш­се тăмалла. Юсав валли уйăракан кашни тенкĕпе тухăçлă усă курмалла», - терĕ рес­публика Пуçлăхĕ. Подряд организацийĕсен представителĕсем ĕçе яваплăха туйса пахалăхлă пурнăçлама шантарчĕç.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен ачасем таса та илемлĕ пÿлĕмсенче вĕренме пуçлĕç, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă спорт залĕнче сывлăхне çирĕплетĕç. Çавăн пекех столовăя тата апат-çимĕç блокне тĕпрен çĕнетме палăртнă. «40 çул нимĕн те туманни... Ача гимназире вĕренет-и, лицейре-и е пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта-и - пирĕн пурин валли те пĕр евĕр услови туса памалла», - терĕ Михаил Васильевич.

4-мĕш лицейре лару-тăру чылай аванрах. Коридорсенче те, столовăйра та, вĕренÿ пÿлĕмĕсенче те хăтлă. Кунта маларахри çулсенче те юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Хальхи вăхăтра çурта çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ.

Унтан М.Игнатьев ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ мĕн пур вĕренÿ учрежденине тĕпрен юсама çитменнине пĕлтерчĕ. Çавна май пĕлÿ çурчĕсен хăйсен пуçаруллăрах пулса тĕрлĕ меслетпе нухрат тупмаллине каларĕ. «Сăмахран, лицей-гимнази тÿлевлĕ пулăшу ĕç-хĕлне тухăçлă аталантарать, аван тупăш илет. Ыттисен те çак меслетсемпе усă курмалла», - терĕ вăл. Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ĕлĕкхи йăлана аса илме сĕнчĕ. «Шкулсемпе ача сачĕсене тупăшлă ĕçлекен предприятисем çумне çирĕплетмелле. Акă «Промтрактор», «Элара» хăйсен районĕсенчи вĕренÿ учрежденийĕсене шефа илнĕ, вĕсене май килнĕ таран пулăшаççĕ», - терĕ Леонид Ильич. (Валентина Багадерова)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
16 июля 2012
12:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter