РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли пресс-конференци ирттернĕ

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли пресс-конференци ирттернĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР общество палатин председателĕ Леонид Шимин хутшăннă. Тĕл пулура хускатнă тĕп ыйту - РФ Патшалăх Думин çуркуннехи сессийĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Алена Игоревна палăртнă тăрăх - ку вăл хăй депутат тивĕçне пурнăçланă 3 уйăхри ĕç-хĕл пирки Чăваш Республикинче пурăнакансене пĕлтерни те. Патшалăх Думинче асăннă тапхăр дискусси, сÿтсе явнă саккун проекчĕсем тĕлĕшпе те хĕрÿ иртнĕ. Тĕрĕссипе 6-мĕш суйлаври Патшалăх Думи малтанхинчен тытăмпа та, пĕлтĕрĕшлĕхĕпе те уйрăлса тăрать. Асăннă тапхăрта 154 саккуна кун йĕркине кĕртнĕ, çав шутра 5-шĕ федерацин, 34-шĕ ратификацилемелли. 413 саккун проектне 1-мĕш е 2-мĕш вулавпа пăхса тухнă, 141 саккуна ырланă, 111-шне РФ Президенчĕ алă пуснă.

Тĕплĕнрех

 



17 июля 2012
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter