Крымска – гуманитарии пулăшăвĕ

Июлĕн 7-мĕшĕнче Краснодар крайĕнчи айлăмри хуласемпе ялсем, уйрăмах Крымск хули пысăк инкек тÿснĕ. 50 пин ытла çын пурăнакан хула йăлт шыв айне пулнă. Çынсем çĕрле шыв илнипе вăранса кайнă. Çăлăнма пултараканнисем кирпĕч çуртсен тăррисене хăпарса хăтăлнă. 170 ытла çын вилнĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Краснодар крайĕн кĕпĕрнаттăрне Чăваш Ен те пĕрле хурланнине пĕлтерсе телеграмма панă, республикăра пулăшу штабĕ туса хунă.
Июлĕн 11-мĕшĕнче гуманитарлă пулăшупа Чăваш Енрен Краснодара пĕрремĕш фура тухса кайнă. Республикăри предприятисемпе организацисем апат-çимĕç продукчĕсем, медикаментсем, кĕрпе, çăнăх, бутылкăсемпе ĕçмелли шыв, сахăрпа сухари, кондитер изделийĕсем парса пулăшнă.
Ĕç коллективĕсенче тата уйрăм çынсем хушшинче инкеке лекнĕ çынсене финанс пулăшăвĕ пама укçа-тенкĕ пуçтараççĕ. Ку ĕç пирĕн районта та пуçланнă.
Укçа-тенкĕ куçармалли расчет счечĕ çапла:
ИНН 2309030678
КПП 230901001
Краснодарское краевое отделение общественной организации “Российский Красный Крест”
Краснодарское отделение ; 8619 Сбербанка России
к/с 30101810100000000602
БИК 040349602
р/с 40703810330000000106
Назначение платежа: Добровольное пожертвование гражданам, пострадавшим от наводнений в Краснодарском крае в 2012 году.


17 июля 2012
10:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter