Промышленноçра ÿсĕм пур

Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе планерка ирттернĕ.

Республика промышленноç комплексĕн ĕçĕн 2012 çулăн пĕрремĕш çурринчи пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Федорова пĕлтернĕ. 2012 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче промышленноç производствин индексĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 115,6%, çав шутра продукци тирпейлекен производствăсен организацийĕсем тăрăх 117,6% пулнă.

Тирпейлекен производствăсен экономика ĕçĕ-хĕлĕн тĕп 12 енĕнчен 10-шĕнче ÿсĕм палăрать. Транспорт хатĕрĕсемпе оборудовани туса кăларас енĕпе индекс иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 152,5% пулнă, машинăсемпе оборудовани туса кăларассипе - 135,9% тата ыт.те. Тир-сăран, унран тĕрлĕ япала, атă-пушмак, çавăн пекех резина тата пластмасса изделийĕсем туса кăларас ĕçре кăтартусем 2011 çул шайĕнчен пĕчĕкрех.

2012 çулăн пĕрремĕш çурринче республикăн промышленноç комплексĕ 70,9 млрд тенкĕлĕх продукци ăсатнă, ĕç тунă, пулăшу кÿнĕ /2011 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче - 61,4 млрд тенкĕлĕх/. 2012 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче вăтам ĕç укçи 17,2% ÿснĕ, 15,9 пин тенкĕ пулнă. 2012 çул пуçланнăранпа ĕç укçи парăмĕ республикăра 17,1 млн тенкĕ /21,6%/ чухлĕ чакнă, 2012 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 62 млн тенкĕ юлнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕнче рынокĕсенче финанс кризисĕн хăрушлăхĕ çав-çавах çивĕч пулнине аса илтернĕ. Чăваш Республикин Правительстви лару-тăру еплерех аталанассин тĕрлĕ прогнозне пăхса тухать, тивĕçлĕ плансем хатĕрлет. Республика Пуçлăхĕ производство индексне чакарнă, пĕрремĕш çур çула тăкаксемпе вĕçленĕ организацисемпе пайăррăн ĕçлеме сĕннĕ. «Çак ертÿçĕсене итлемелле, компанийĕсене малалла аталантармалли тĕллевсене пĕрле сÿтсе явмалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

2012 çулта граждансене çар службине илмелли çурхи кампанин пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен юстици министрĕ Надежда Прокопьева каласа кăтартнă. Призыв планĕ тăрăх çирĕплетнĕ задание Чăваш Республики туллин пурнăçланă. 2412 çынна çар службине ăсатнă.

Республикăри юхан шывсенчи, кÿлĕсемпе пĕвесенчи лару-тăру çинчен республикăн Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш пĕлтернĕ. Утă уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне 31 çын шыва путса вилнĕ, вĕсенчен 23-шĕ ÿсĕр пулнă. 3 ача куçне хупнă, вĕсем ашшĕ-амăшĕсĕрех шыва кĕнĕ.

«Ачасем вилни - питĕ пысăк хуйхă. Лару-тăрăва тишкермелле: ăçта инкек путнисен айăпĕпе пулнă, ăçта - шыва кĕмелли вырăнсене тивĕçлипе йĕркелеменнипе», - тенĕ Михаил Игнатьев. Влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене шыври инкекрен асăрхаттарас тĕлĕшпе лайăхрах ĕçлеме хушнă.( А.Громова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 июля 2012
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter