Пулас чемпионсем валли çул уçă

Иртнĕ шăмат кун Тăвай салинче «Аль» физкультурăпа спорт комплексне уçрĕç. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çавăн пекех РФ Спорт министерствин Физкультура аталанăвĕн тата массăллă спорт департаменчĕн директорĕ Марина Томилова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Генрих Васильев, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Васильев тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Палăртса хăварар: юлашки çулсенче пирĕн республикăра физкультурăпа спортăн 22 комплексне хута янă. «Аль» - 23-мĕш. Унта сывлăха çирĕплетме, спорт вăййисемпе ăмăртусем ирттерме лайăх условисем туса панă. Керменте, паллах, волейбол-баскетбол, мини-футбол, тренажер, бокс, хореографи залĕсем, сывлăха çирĕплетмелли центр пур. Хăтлă бассейн та питĕ чаплă. Ку объекта хута яма республика тата федераци бюджетĕнчен 120 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Сăмах май, çитес вăхăтра Хĕрлĕ Чутайра та çакăн йышши кермен уçăлĕ.

- Паян Тăвайсемшĕн чăннипех пысăк уяв. Тĕрĕссипе, чи малтан кунта ахаль бассейн тума çеç палăртнă. Ытти районти пекех физкультурăпа спорт комплексне хăпартма ыйтсан пирĕн шухăша ырларĕç. Çапла вара çулталăкра çак кермен çĕкленчĕ. Çакăншăн эпир Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисене тав тăватпăр. Пирĕн районта çăмăл атлетика, вăйă спорчĕ, кире пуканĕ йăтасси лайăх аталаннă. Шел те, ишессипе тата кĕрешессипе кая юлса пыратпăр. Малашне вара ку çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшăпăр, тĕрлĕ ăмăртура республика тата çĕр-шыв чысне хÿтĕлеме пуçлăпăр, - терĕ уява уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Васильев.

- Çĕр-шыв политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - халăха, ÿсекен, çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси. Паянхи çăмăлах мар пурнăçри йывăрлăхсене çирĕп сывлăхлă, чун-хавал тĕлĕшĕнчен вăйлă çынсем çеç çĕнтерме пултараççĕ. Кунта вара спортпа туслă пулни пысăк витĕм кÿрет. Шкул ачисемпе çамрăксем, сирĕн хушăртан малашне тĕнче, Европа тата Раççей чемпионĕсем тухасса шанатăп. Уяв ячĕпе сире, Тăвайсем! - терĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл «Аль» физкультурăпа спорт комплексĕн директорне Анатолий Кириллова юр çийĕн çÿрекен «Буран» парнеленине çирĕплетекен сертификат пачĕ. Михаил Васильевича Тăвайсен ячĕпе Кирилловсен çемйи - ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессипе ирттернĕ «Спорт çемйи» фестивалĕн призерĕсем - тав сăмахĕ каларĕç. Унсăр пуçне Михаил Игнатьев Тăвай районĕнчи «Акконд-агро» фирма» акционерсен хупă обществинче ĕне сăвакан Наталья Ерастовăна, «Шимкусский» ял хуçалăх кооперативĕнче сысна пăхакан Светлана Якимовăна «Ялсенче социаллă пурнăçа 2013 çулччен аталантармалли» Федерацин тĕллевлĕ программи шайĕнче çурт-йĕр тумашкăн социаллă тÿлев панине çирĕплетекен свидетельствăпа чысларĕ.

Марина Томилова Чăваш Ен çĕр-шывра саласенче спорт комплексĕсем уçас тĕлĕшпе малти вырăнта пулнине палăртрĕ.

Физкультурăпа спорт комплексĕн директорне Анатолий Кириллова символла çăра уççи тыттарнă хыççăн хĕрлĕ хăю касрĕç. Хăнасем керменпе паллашрĕç. Урамра юрă-кĕвĕ янăрарĕ, Тăвайсен савăнăçлă сасси-кулли илтĕнчĕ.

Асăнса хăварар: тин çеç уçăлнă спорт комплексне Тăвай витĕр юхса иртекен Эль юхан шывĕн ячĕпе панă. (Татьяна Кротова)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 июля 2012
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter