Яла аталанма пулăшать

Шăмат кун республика тĕп хулипе Кÿкеçри стадионсенче, спорт комплексĕсенче тата Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи уйра Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисем харăсах пуçланчĕç. Спортсменсем спортăн 17 енĕпе вăй виçрĕç. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей спорт министерствин физкультура аталанăвĕн тата массăллă спорт департаменчĕн директорĕ Марина Томилова çитсе курчĕç.

Кÿкеçре Михаил Васильевич «Улăп» комплекс ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ, халăх мĕн чухлĕ çÿренипе кăсăкланчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - çĕнĕ спорт сооруженийĕсене уçнине пула республикăра спортпа чăнласах туслашнă çынсен йышĕ çывăх çулсенче 40 процента çитмелле. Ăмăртусем спортсменсене хăйсен вăйне туйма, яла аталанма пулăшаççĕ. Кунта комплекссем туни çынсен пурнăç шайĕ хуларинчен пĕртте кая маррине çирĕплетет.

Кÿкеçри «Улăп» комплекс стадионĕнче доярсен ăмăртăвĕ иртрĕ, 44 регионри 81 спортсмен тупăшрĕ. Вĕсем 30 ытла пайран тăракан сĕт сумалли «АДУ-1» автомата салатса пуçтарчĕç. Йĕрке тăрăх çак ĕçе 5 минут та 30 çеккунтчен пурнăçламалла. Çаврăнăçуллисене 4 минут ытларах çеç кирлĕ. Омск облаçĕн чемпионĕ Игорь Бакун хăйсен патĕнче иртнĕ хĕллехи спартакиадăра 3 минут та 51 çеккунтра ĕлкĕрнĕ. Чăваш Ен чысне Çĕмĕрле районĕнчи Егоркинăри Владимир Петровпа Геннадий Бельцов хÿтĕлерĕç.

Утă çулакансен ăмăртăвĕнче хăйĕн пултарулăхне Алтай Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Огнев та тĕрĕслерĕ. Биатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Галина Павлова /Вăрнар районĕнчен/ 5х5 метрлă лаптăка 2 минут та 10 çеккунтра çулчĕ. Лайăх кăтарту. Сергей Ильича унпа танлашма йывăр паллах: вăл спортсмен мар, анчах ĕçе питĕ таса, тĕплĕ пурнăçларĕ. Чăн-чăн хресченле. Çулĕ те самаях унăн - 1959 çулта çуралнă. Спортсменсем вара çамрăк, вăй питти.

- Ача чухне эпĕ утă нумай çулнă, - терĕ Сергей Огнев. - Эпир те конкурссем тăтăшах ирттеретпĕр. «Халăх вăййисем» ятли тĕп пĕлтерĕшлĕ. Вăл çĕртмен 4-мĕшĕнче пулчĕ. Чи интересли - кедр йывăçĕ çине улăхни. Хăшĕсене темиçе çеккунт та çителĕклĕ.

Ял çыннин утă çулма пĕлмеллех. Техника пур вырăна та кĕреймест. Ĕнене пĕрре çитермелĕх çеç çулмашкăн трактор тапратмастăнах. Ытлашши хатĕрлес - шанать. Ку ĕç хатĕрĕ выльăх усраканăн кашнин килĕнче пулмалла.

Çак уйрах механизаторсем те тупăшрĕç. Вĕсем валли шалчасем çапса, хăю карса лаптăк хатĕрленĕ. МТЗ-82 трактора хыçалалла чакарса баллон евĕрлĕ йывăрăша /плуг вырăнне/ тĕллесе çакмалла, палăртнă дистанцие чăрмавсемпе çÿресе финиша çитмелле, йывăрăша вĕçертсе хăйĕн вырăнне лартмалла. Трактор çинчен анмалла мар. Интереслĕ, çав вăхăтрах - кăткăс. Тренировка куллен ирттермесен - тĕплĕ пурнăçлаймастăн.

Старта Надежда Концовăпа Галина Черкашина тухрĕç. Концова Çĕмĕрле районĕнчи Хутар шкулĕнче механизатора вĕреннĕ, пĕлтĕр Раççейри трактористсен хĕллехи ăмăртăвĕнче /Омскра/ мала тухнă. Черкашина Волгоград облаçĕнчен, иртнĕ ял спорт вăййисенче çĕнтернĕ. Ку хутĕнче чăваш хĕрĕ çаврăнăçуллăрах пулчĕ, йывăрăша хăвăрт çаклатса ăнăçлă старт илчĕ, финиша маларах çитрĕ. Республика чысне вăл мăшăрĕпе Андриян Николаевичпа пĕрле хÿтĕлет.

- Эпĕ «Комбинат» ЯХПКн бухгалтерĕ, Андриян - тĕп агрономĕ. Хушма хуçалăхра 1 гектар çĕр пур. Лаптăка хамăрăн МТЗ-80 тракторпа тирпейлетпĕр. Ăмăртăва тĕплĕ хатĕрлентĕмĕр, - терĕ Надежда Алексеевна.

Çав вăхăтрах «Спартак» спорт комплексĕнче чушкăлла выляссипе 4 команда тупăшатчĕ. Ку вăйă Раççейре Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнчех анлă сарăлнă. Çуллахи IX ял спорт вăййисенче пĕлтерĕшĕпе волейбол хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать. Малалла - доярсемпе механизаторсен тупăшăвĕсем.

Кăштахран вăйăсем вĕçленчĕç. Геннадий Кузнецов тĕп судья Чул хула облаçĕ Пермь тăрăхĕнчи спортсменсенчен 60:14 шутпа выляса илнине пĕлтерчĕ. Каç енне Свердловскпа Краснодар облаçĕсем, Алтай Республикипе Пенза тăрăхĕ тĕл пулчĕç.

Ăмăртăва 20 команда хутшăнчĕ. (Валентин Григорьев)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 июля 2012
10:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter