Çĕр çинче ĕçлекенсем ăмăртусенче те сатур!

«Çакă çутă тĕнчере Вăйли çук та этемрен», - тесе çырнă 105 çул каялла хăйĕн «Нарспи» поэминче чăвашсен мухтавлă классикĕ Константин Иванов. Çапла, вăйлă та патвар, хăюллă та сатур çын кăна çăкăр çитĕнтерет, ялсемпе хуласем çĕклет, тĕнче уçлăхне карап вĕçтерет...

Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисен чи яваплă пайĕ ахальтен мар «Çĕре пуç тай, этем» девизпа пуçланчĕ. Тĕп арена умĕнче республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕн çумне Павел Семенова, республика парламенчĕн спикерне Юрий Попова, Мускавран тата ытти хуларан килнĕ хăнасене чăвашсен хаваслă юрри-ташшипе кĕтсе илчĕç.

Стадион варринче ял спорчĕн вăййисен символĕ - спорт тумĕ тăхăннă мăнаçлă Автан. Кĕçех «Вĕçен кайăк картишĕ» хореографи композицийĕ пуçланчĕ. Спорт праçникне Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн, оперăпа балет театрĕн, «Уяв», «Çавал», «Янташ», «Фаворит» ансамбльсен артисчĕсем, Шупашкар районĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем, çавăн пекех ăста кĕрешекенсемпе кире пуканĕ йăтакансем, лапталла тата чушкăлла вылякансем, гимнастсемпе акробатсем, велосипедистсемпе çăмăл атлетсем хăйсен иксĕлми пуян пултарулăхĕпе илемлетрĕç.

Спорт вăййисене хутшăнакансене, çак уява йĕркелекенсене, хăнасемпе куракансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Павел Семенов, физкультурăпа спорт министерствин Департаменчĕн директорĕ Марина Томилова ăшшăн саламларĕç. Тĕнчипе паллă атлетсемпе çĕр-шыври чапа тухнă ял ĕçченĕсем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕсене, çавăн пекех «Урожай» ФСО тата ял спорт вăййисен ялавĕсене çĕкленĕ хыççăн ăмăртусен тĕп судйи, XXVI Олимп вăййисен чемпионки, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ ял спорт вăййисем уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. Унтан, хĕвел аннă хыççăн, уяв фейерверкĕ пуçланчĕ.

Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, утă уйăхĕн 14-17-мĕшĕсенче ăмăртусем вун çичĕ енпе иртеççĕ. Канмалли кунсенче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче кире пуканĕ йăтакансемпе самбистсем вăй виçрĕç.

«Тимĕр вăййине» юратакансен турнирĕнче IX ял спорт вăййисен чемпионкин ятне чи çăмăл виçере чăвашсен пĕрремĕш олимпиецăн Ардалион Игнатьевăн ентешĕ, Елчĕк районĕнчи Ĕнелти Вера Николаева çĕнсе илчĕ. Çирĕм çулти хĕр пĕр пăт /16 кг/ таякан кире пуканне 120 хут сулласа çĕклерĕ. Иккĕмĕш вырăн йышăннă Краснодар крайĕн хĕрĕ Ирина Косыхова чемпионкăна вун икĕ очко выляса ячĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче тĕрлĕ виçере чемпионкăсен ятне Челябинск облаçĕнчи тĕнче спорт мастерĕ Ксения Дедюхина, Алтай крайĕнчи Алена Лупарева тата Калуга облаçĕнчи Ксения Малкова çĕнсе илчĕç. (Петр Сидоров)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 июля 2012
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter