Вăрнарсем маттур

Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри IX ял спорт вăййисен финал ăмăртăвĕсем вĕçленнĕ. Унта çĕршыври 62 регионти 200 ытла атлет спортăн 17 тĕсĕнче тупăшнă. Виçĕ кунхи кăтартусемпе Чăваш ен спортсменĕсем пĕтĕмпе 12 медаль çĕнсе илнĕ: тăватă ылтăн, пилĕк кĕмĕл тата виçĕ бронза. Çак çитĕнĕве Вăрнар район çамрăкĕсем те тÿпе хывнă. Çăмăл атлетика енĕпе акă Шĕнер Ишекри Надежда Федорова 1500 метрлă дистанцире иккĕмĕш, Олег Ильин 3000 метрта виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. Чăваш ен ку тĕсре малтисен йышĕнче.

Полиатлонра вара – пĕрремĕш. Кунта каллех пирĕн район спортсменĕсен те тÿпи пур. Чăваш ен чысне Вăрнарăн пултаруллă полиатлонисчĕсем – Анна Григорьева, Сергей Васильев, Валерий Артемьев – хÿтĕленĕ. Утă çулакансен конкурсĕнче те вăрнарсем – Галина Павлова, Сергей Политов тата Александр Политов – чăваш Ялавне тивĕçлĕ хÿтĕленĕ, Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисен çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Уйрăмшар зачетра Саша – пĕрремĕш, Сергей иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Ку тĕсре спортсменсен 0,25 сотăй çинче утă çулмалла, арçынсен 500, хĕрарăмсен 300 метр чупмалла, вăй-хал гимнастикинче тупăшмалла пулнă. Чăваш ен çавăн пекех ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, доярсен конкурсĕнче малта. Пирĕн районтан Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисене вунă спортсмен хутшăннă. Вĕсене пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр!



18 июля 2012
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter