Вăрмар районĕ: Паян Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

Пĕрлехи информаци кунĕн темисем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнчи 69-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикинчи çамрăк учительсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен» Указа пурнăçласси çинчен; Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнчи 77-мĕш номерлĕ «Çемьесенче виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан уйăхсерен памалли тÿлев çинчен» Указа пурнăçласси çинчен; республикăри çулсем çинчи лару-тăру тата Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес тата çул çинчи аварисенче сусăрланасран сыхланас тĕлĕшпе пĕрле пурнăçламалли мерăсем çинчен; Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнчи 81-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикинчи ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене, çав шутра харпăр хăй хуçалăхне тытса пыракан граждансене, агропромышленность комплексĕнчи сĕт туса илекен тата сутакан мĕн пур организацисене патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен» Указа пурнăçласси çинчен.

Ĕçлĕ ушкăнсем Кавал, Кĕтеснер, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсене çитсе вĕсенчи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашĕç, халăхпа тĕл пулусем ирттерĕç.



18 июля 2012
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter