Елчĕк районĕ: "Пучах" агиткультбригада - "Прогресра"

Çулсеренех, хĕрỹ тапхăр - вырма вăхăтĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Пучах" агиткультбригада ушкăнĕ уй-хир ĕçченĕсене юрă-кĕвĕ саламĕпе хавхалану кỹрет. Акă, вырма çывхарнине шута илсе "Пучах" агиткультбригада членĕсем "Прогресс" обществăри сенаж хатĕрлекенсем патĕнче пулса хăйсен пĕрремĕш концертне кăтартрĕç те ĕнтĕ. Çепĕç юрă-кĕвĕ саламĕ харсăр ĕçченсене хавхалану кỹчĕ. Уй-хирте, траншея патĕнче вăй хуракансемшĕн музыка саламĕ чăннипех те чун апачĕ пулчĕ. "Прогресс" ялхуçалăх предприятийĕн ертỹçи П.Скворцов, ялхуçалăх ĕçченĕсем артистсене тав туса час-часах тĕл пулма килĕшỹ турĕç.



18 июля 2012
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter