Вăрмар районĕ: вĕри хыççăн - çил-тăвăл

Нумай хушă типĕ çанталăк тăнă хыççăн ырă çумăр килмест тесе ĕлĕкренех каланă. Кăçалхи çăвăн кĕске вăхăчĕ хушшинчех район территорийĕнче çил-тăвăлпа шалкăм çумăр икĕ хут иртсе кайрĕ. Пĕрремĕшĕ Кĕтеснер, Чулкас, Пинер тата ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче йывăçсене хуçса, çурт тăррисене сÿсе кайрĕ. Иртнĕ шăмат кун килсе тухнă пăрлă çумăрпа çил-тăвăл та Вăрмар хула, Кивĕ Вăрмар, Кĕтеснер, Мăнçырма, Шăхаль, Тикаш ял тăрăхĕсенче алхасрĕ, çурт çивиттийĕсене сирсе ывăтни те, йывăçсене хуçса-йăвантарса хăварни те пулчĕ.

Тĕрлĕ службăсем кĕске вăхăтра çут çанталăк сиен кÿнĕ объектсене йĕркене кĕртес тĕлĕшпе кирлĕ ĕçсене пурнăçларĕç.



18 июля 2012
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter