Чăваш Ен команди - пĕрремĕш!

Çак кунсенче республикăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисем авалхи Олимпиадăна аса илтерчĕç. Утмăл икĕ регионти 2500 яхăн спортсменпа физкультурник Шупашкарти Тĕп стадионта, Кÿкеç поселокĕ çывăхĕнчи уй-хирте тата Çĕнĕ Шупашкарти спорт керменĕсенче кăна мар, юрă-ташăра та тупăшрĕ.

Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кÿкеç поселокĕ çывăхĕнче спортăн вун çичĕ енĕпе иртнĕ ăмăртусенче пирĕн республика чысне хĕрĕх спортсменпа физкультурник хÿтĕлерĕ. Çивĕч кĕрешÿре полиатлонистсем, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем, самбистсем, кире пуканĕ йăтакансем тата канат туртакансем уйрăмах лайăх ăмăртрĕç. Вĕсен командисем пурте малти вырăнтан пĕрне йышăнчĕç.

Шупашкар районĕнчи Ишлей салинче самбо иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенчех лайăх аталанма пуçланă. Кунти вăтам шкула пĕтернĕ Сергей Андреев Çĕнĕ Шупашкара куçса килсен тепĕр çулхинех СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. 1990 çулта вăл Раççейри халăхсен IX Спартакиадин чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Ĕнер вĕçленнĕ Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисен финалти ăмăртăвĕнче вара çăмăл виçеллĕ самбистсен ушкăнĕнче ылтăн медале Ишлейри Александр Бондарев Раççей спорт мастерĕ çĕнсе илчĕ. Унăн юлташĕсем Алина Дмитриевăпа Александр Мишкин хăйсен виçисенче иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Саха-Якути Республикинче ирĕклĕ мелпе кĕрешесси тĕп спорт енĕсенчен пĕри шутланать. Вăтăр çул каяллах Чурапча салинчи Роман Дмитриевпа Павел Пинигин ХХ тата ХХII Олимп вăййисен чемпионĕсем пулса тăнă. Хальхинче вара Саха-Якути команди пĕрремĕш вырăн йышăнса Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин хаклă парнисене тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - пирĕн республикăн тата Ульяновск облаçĕн комадисем. Чăваш Ен чысне Шупашкар районĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Екатерина Осипова тата унăн командăри юлташĕсем Дмитрий Васильевпа Раççей спорт мастерĕ Дмитрий Григорьев уйрăмах лайăх хÿтĕлерĕç. Вĕсем пурте хăйсен виçисенче иккĕмĕш вырăн йышăнса кĕмĕл медале тивĕçрĕç.

Алă вăйне виçессипе /армспорт/ Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнчи пулас журналист, спорт мастерĕн кандидачĕ Олеся Игнатьева /вăл ЧПУн журналистика факультечĕн студентки/ уйрăмах тĕлĕнтерчĕ. Вăл тĕрлĕ регионтан килнĕ сакăр тантăшне çĕнтерчĕ, 80 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ытти виçере Челябинск, Иваново облаçĕсен тата Бурят Республикин атлечĕсем ытларах палăрчĕç.

Ăмăртусем ĕнер кăнтăрла иртсен вĕçленчĕç. Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисен тĕп судйи, XXVI Олимп вăййисен чемпионки, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева пĕлтернĕ тăрăх - комплекслă зачетра пирĕн республикăн команди пĕрремĕш вырăна тухнă. (Петр Сидоров)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 июля 2012
16:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter