«Республика аталанăвĕшĕн пĕрле вăй хурăпăр»

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли пресс-конференци ирттерчĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР общество палатин председателĕ Леонид Шимин хутшăнчĕç.

Тĕл пулура хускатнă тĕп ыйту - РФ Патшалăх Думин çуркуннехи сессийĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Алена Игоревна палăртнă тăрăх - ку вăл хăй депутат тивĕçне пурнăçланă 3 уйăхри ĕç-хĕл пирки Чăваш Республикинче пурăнакансене пĕлтерни те.

Патшалăх Думинче асăннă тапхăр дискусси, сÿтсе явнă саккун проекчĕсем тĕлĕшпе те хĕрÿ иртнĕ. Тĕрĕссипе 6-мĕш суйлаври Патшалăх Думи малтанхинчен тытăмпа та, пĕлтĕрĕшлĕхĕпе те уйрăлса тăрать. Асăннă тапхăрта 154 саккуна кун йĕркине кĕртнĕ, çав шутра 5-шĕ федерацин, 34-шĕ ратификацилемелли. 413 саккун проектне 1-мĕш е 2-мĕш вулавпа пăхса тухнă, 141 саккуна ырланă, 111-шне РФ Президенчĕ алă пуснă.

Вĕсенчен пĕри - митингсем ирттерессипе çыхăнни. Ăна Европăри пек майлаштарса тÿрлетнĕ - малашне вĕсене пит-куçа маскăпа хупласа, ÿсĕрле тухма юрамасть, унта хутшăнакан йыш заявкăра палăртнинчен иртмелле мар. Йĕркесĕрлĕхшĕн явап тытаканĕ заявитель мар, вырăнти координатор.

Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлекен Алена Аршинова депутат сÿтсе явма хутшăннă тепĕр саккун кĕпĕрнаттăрсен суйлавĕпе çыхăннă. «Халăха хăй кăмăлланă çынна суйламалли ирĕке тавăрса патăмăр. Паллах, çивĕч дискусси пулчĕ, - тет вăл. - Политика партийĕсем çинчен саккун проектне те тĕплĕн тишкертĕмĕр. Халĕччен ăна йĕркелеме 40 пин çынна алă пустармаллаччĕ, паян 500 те çителĕклĕ».

ВТОна кĕрес ыйтăва та Алена Аршинова шухăшĕпе тĕплĕн тишкерме, çиччĕ виçсе пĕрре касма тивнĕ, мĕншĕн тесен вăл пирĕн малашлăхпа, экономикăпа çыхăннă. Ыйтăва майлă татса парассишĕн «Пĕрлĕхлĕ Раççей» çине тăнă. Çапла вара 238 сасăпа ырланă. Паллах, ку ыйту анлă. Патшалăх Думин мĕн пур фракцийĕ ăна сÿтсе явма пуçаруллă хутшăннă. Уйрăмах çăмăл промышленноçпа ял хуçалăхне пырса тивекеннисем кăткăс пулнă. Вĕсене субсидипе, ытти майпа хÿтĕлемешкĕн федераци бюджетĕнчен укçа уйăрĕç. Уйрăм отрасльсене, сăмахран, станок тăвакансене малашлăх канăçсăрлантармасть, вĕсене таможня пĕрлĕхĕ хумхантарать. Мĕншĕн тесен Казахстанпа хăш-пĕр ытти çĕр-шывра налук хурасси Раççейринчен пĕчĕкрех. Апла тăк Патшалăх Думин ку енĕпе те ĕçлемелле. ВТОна кĕрес ыйту пирĕн обществăна чăннипех хускатма тивĕç, ырă енĕпе паллах: граждансем тавара йÿнĕ хакпа туянма пултарччăр, ăна туса кăларакансен хушшинче конкуренци вăй илтĕр. Депутат шухăшĕпе, пирĕн тĕнче рынокĕн правилисемпе выляма пĕлмелле. Паллах, унта хапăлласа кĕтеççĕ темелли çук. Çапах та унсăрăн экономика аталанаймĕ, инноваци ÿсĕмĕ пулмĕ.

Ачасене Интернетăн сиенлĕ информацийĕнчен хÿтĕлессипе çыхăннă саккун проектне те ырланă парламентарисем. Унпа килĕшÿллĕн çул çитмен çамрăксене пăхма сĕнмен страницăсен реестрне çирĕплетĕç. Интернет уçлăхĕнче наркотиксене рекламăлакан, хăй çине алă хума хĕтĕртекен, педофилипе çыхăннă хыпарсем сахал мар, вĕсене алламалла, çамрăксен тĕрекленсе çитмен ăс-хакăлне арканасран хăтармалла.

Тĕрĕссипе, ку ыйтăва 2 çул ытла тишкернĕ. Алена Аршинова ăна сÿтсе явмашкăн «Çамрăксен гвардийĕнче» тăнă чухнех пуçаруллă хутшăннă. Халĕ депутат статусĕпе ăна ырласа сасăланă. Унăн шухăшĕпе, саккун кăларакансен граждан обществин ыйтăвне яланах тивĕçлĕ хурав памалла.

Чăваш Енрен РФ Патшалăх Думине суйланнă Константин Косачев урăх ĕçе куçнă май депутат мандачĕ виçĕ уйăх каялла Алена Аршиновăна тивĕçнĕ. Çавăнтанпа вăл пирĕн хутлăхăн пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать. Пилĕк хут пулнă вăл республикăра. Паллах, унран пулăшу ыйтакан сахал мар. Кашни ыйту тĕлĕшпе тимлĕ пулма тăрăшать, хăйĕн полномочийĕпе килĕшсе тăманнине тивĕçлĕ инстанцие çитерет.

ЧР Патшалăх Канашĕн КПРФ фракцийĕн депутачĕсем «Вăрçă ачисем çинчен» саккун йышăнса пурнăçа кĕртесшĕн. Çакна валли çуллен 3,5 млрд тенкĕ е республика бюджечĕн 10 проценчĕ кирлĕ. Чăннипех пысăк тиев пулнине тĕпе хурса Алена Аршинова ку ыйту тĕлĕшпе тимлĕ пулма шантарчĕ. Çакăн йышши саккун проекчĕ пирки Патшалăх Думинче калаçаççĕ, анчах хăçан пăхса тухасси паллă мар, ăна халĕччен кун йĕркине кĕртмен.

Юлашкинчен депутат журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

- Виçĕ уйăхра депутат ĕçĕ-хĕлĕнчи ăнăçу тата туса пĕтерейменни шутне мĕне кĕртнĕ пулăттăр?

- Депутат ĕçĕнче ăнăçу пирки калаçни виçĕ уйăхра кăна мар, пилĕк çулта та вырăнсăр. Вăл çынсене усă тунине суйлавçăсем хаклаччăр.

- Эсир Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн çумĕ. Ку енĕпе хăш саккуна тишкернĕ е кĕркуннехи сессире пăхса тухатăр? Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ пирки мĕн шухăшлатăр?

- Кĕркуннехи сессие «Вĕренÿ çинчен» саккун проектне кĕртме хатĕрленеççĕ. Халĕ ăна РФ Правительствинче сÿтсе яваççĕ. Виçĕ пин тÿрлетÿ хатĕрленĕ ĕнтĕ. Çак ыйту патне кĕркунне таврăнăпăр. Çĕнĕ саккунра ППЭне пăрахăçлама палăртман. Çапах 2020 çулччен ют чĕлхепе ирттерме сĕнмеççĕ - шкулсенче вĕрентекенсем çитмен чухне ачасенчен çирĕп ыйтма май килмĕ. ППЭ XXI ĕмĕр ыйтнине тивĕçтерĕ е тивĕçтермĕ тесе тÿрремĕнех калаймăн. Анчах вăл çамрăк çыннăн шăпипе çыхăннă. Аякри хула-ял ачи Мускаври аслă шкула вĕренме кĕме пултарни ÿсĕм мар-и? Чăн та ППЭ енĕпе малалла ĕçлемелле.

- Чăваш Енре час-часах пулатăр. Кунти çивĕч ыйтусем ытти регионтан уйрăлса тăраççĕ-и?

- Вĕсем ытти çĕрти пекех: дотаци пулăшăвĕ, ача-пăча учрежденийĕ çитменни, экономика, ял хуçалăх аталанăвĕ, туризм бизнесĕ, политика кĕрешĕвĕ тата ытти те. Тин кăна çивĕч ыйту илтĕм: пурăннă вырăнта автозаправка тунипе çынсем кăмăлсăр. Кам ирĕк панă, халăх хăтлăхĕ пирки мĕншĕн шухăшламан? - тĕплĕн тишкерĕп.

- Чăваш Енпе çывăхлантăр. Чăвашла та вĕренетĕр теççĕ. Йăх тымарĕ кунтан мар-и е вырăнти халăха питĕ хисеплетĕр?

- Шел те, чăвашла пĕлместĕп-ха. Йăх тымарĕ пирки шухăшласах кайман. Сăнăмпа кунти халăхран уйрăлсах тăмастăп. Пĕлме çук, тен, несĕлсем çакăнтан е ассимиляци витĕмĕ пур? Кунта пурăнакан халăха чăннипех хисеплетĕп. Тавах сире мана хăвăр çын пек йышăннăшăн. Çакă чăннипех мăнаçлантарать. (Валентина Смирнова)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 июля 2012
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter