Пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ улттăмĕш сессийĕн­­­­­­че депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 19 ыйтăва сÿтсе явнă

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ улттăмĕш сессийĕн­­­­­­че депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 19 ыйтăва сÿтсе явнă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри - «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013, 2014 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕ. Ку проектпа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарнă. Вăл кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче ÿсĕмсем пулнине палăртнă. Уйрăммăн илсен промышленноç производствин, çурт-йĕр строительствин калăпăшĕсем Раççейри вăтам кăтартусенчен те пысăкрах. Халăх тупăшĕ те ÿснĕ. Асăннă саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн республика бюджечĕн расхучĕсем 2911 млн тенкĕ ÿсмелле. Экономикăн пĕлтерĕшлĕ секторĕсенчен пĕрне - ял хуçалăхне - хушма пулăшу /475 млн тенкĕлĕх/ пама палăртнă. 2012 çулта патшалăх агропромышленноç комплексне кÿрекен пулăшу мелĕсем татах та анлăланнă. Çавна май кăçал тин çеç ĕçе пуçăннă фермерсене грант уйăрĕç /çак тĕллев валли 54,2 млн тенкĕ пăхса хăварнă/, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисене выльăх- чĕр­­­­­­лĕх фермисене аталантарнă май тÿснĕ тăкаксен пĕр пайне саплаштарĕç /28,9 млн тенкĕ/, регионăн экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ программисене пурнăçа кĕртмешкĕн тĕрев парĕç /345,2 млн тенкĕ/. Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2012 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнчи 81-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн сĕт туса илес тата ăна вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен ял хуçалăх организацийĕсене, çавăн пекех хушма хуçалăх тытакан граждансене хаксем чакса кайнă вăхăтра тăкаксен пĕр пайне саплаштармашкăн 69,7 млн тенкĕ укçа уйăрма йышăннă. Проектра çурт-йĕр строительстви валли те укçа пăхса хăварнă: Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тăлăхсене, çамрăк çемьесене хваттерпе тивĕçтерме* ишĕлес патнех çитнĕ çуртсенче пурăнакан граждансене çĕнĕ çĕре куçарма. Вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спорт объекчĕсене туса пĕтермешкĕн тата çĕнетсе юсамашкăн та май килĕ. Халăха паха шывпа тивĕçтерме, патшалăх тата муниципалитет электрон пулăшу мелĕсене вăйлатма та хушма укçа уйăрĕç. Улшăнусем кĕртнине кура республика бюджечĕн тупăш пайĕ 2012 çулта 31910,1 млн тенкĕпе /ку вăл малтан палăртнинчен 20,1% нумайрах/, расхут пайĕ 36102,8 млн тенкĕпе /30,8%/ танлашĕ, дефицит - 4192,7 млн тенкĕ. Финанс министрĕ доклад хыççăн тĕрлĕ ыйтăва хуравланă: Çĕнĕ Шупашкарта хытă каяшсен полигонне тăвас ĕç мĕнле пыни, ЧР Министрсен Кабинечĕн резерв фончĕн виçи, пассажирсене юхан шывпа илсе çÿ­ресси т.ыт.те. Сессире тухса калаçнă депутатсенчен ытларахăшĕ Чăваш Енĕн финанс тĕп документне кĕртекен улшăнусене ырланă, бюджет социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине, çавна май халăха хумхантаракан чылай ыйтăва татса пама май килессине палăртнă. Вĕсем ку саккуна пĕр саслăн икĕ вулавпа йышăннă. Сессире çавăн пекех республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ ытти саккун проекчĕсене те пăхса тухнă: “Политика репрессийĕсене пула шар курнисене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен”, “Чăваш Республикин территорийĕнче ача /ачасем/ усрава илнĕ граждансене пĕр хут паракан укçа пособийĕ çинчен”, “Чăваш Республикинче граждансен сывлăхне сыхласси çинчен”.

 



21 июля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter