Чăваш Ен Пуçлăхĕ Правительствăн экономика аталанăвĕн тата интеграци комиссийĕ çумĕнчи монохуласене модернизацилессипе ĕçлекен ушкăн ертÿçипе Ирина Макиевăпа тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Правительствăн экономика аталанăвĕн тата интеграци комиссийĕ çумĕнчи монохуласене модернизацилессипе ĕçлекен ушкăн ертÿçипе Ирина Макиевăпа тĕл пулнă. Ирина Макиева палăртнă тăрăх - икĕ-виçĕ уйăхра вăл ертсе пыракан ушкăн 2011 çулта патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ, хальхи вăхăтра инфратытăм объекчĕсене тăвакан мĕн пур монохулана çитесшĕн. Çул çÿреве Чăваш Енрен пуçланă. Мĕншĕн тесен кунта федераци укçи-тенкипе тухăçлă усă кураççĕ, çурт-йĕре вăхăтра хута яраççĕ. Строительство пыракан вырăнсене çитсе курнисĕр пуçне ушкăн членĕсем патшалăх программипе пулăшу илнĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх представителĕсемпе тĕл пулаççĕ. Хальхи вăхăтра федераци пулăшăвне Раççейри 50 хула тивĕçнĕ. Çак йыша Чăваш Енри Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр кĕнĕ. «Чăваш Ен монохуласен территорийĕсенче пурнăçланакан инвестици планне пахалăхлă хатĕрленĕ. Çакă республика Пуçлăхĕ ертсе пыракан командăн курăмлă ĕçĕ», - палăрт­нă ушкăн ертÿçи. Михаил Игнатьев Чăваш Еншĕн усăллă йышăнусемшĕн Ирина Макиевăна тав тунă. «Патшалăх пулăшăвĕ ĕçсĕрлĕх шайне чакарма май пачĕ. Хальхи вăхăтра вăл 0,9 процентпа танлашать. Кăçал 1200 предприниматель бизнеса аталантарма субсиди илĕ. Хамăр çине илнĕ ĕçе яваплăха туйса пурнăçлатпăр, граждансен пурнăç шайĕн пахалăхне ÿстерессишĕн вăй хуратпăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.



21 июля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter