Шăмăршă районĕ: медицина ĕçĕн хисеплĕ ветеранĕ

Медицина ĕçченĕн профессийĕ авалтанпах чи хисеплисенчен пĕри. Медработник çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе, пăхса-асăрхаса тăрать-çке-ха, кирлĕ пулсан сиплет.  Çак профессире медицина сестрисем хăйсен сумлă вырăнне йышăнаççĕ. Палтиелĕнчи А.Вахитова та хăйĕн пурнăçне медсестрара ĕçлесе ирттернĕ. Медсестра пулса тÿрĕ кăмăлпа 34 çул вăй хунă Алмазия Минетдиновна. Унăн ашшĕпе амăшĕ – Минетдин Ямалетдиновичпа Халиме Давлетовна Калаковсем ĕмĕрĕпех шкулта учитель пулса ĕçленĕ.Алмазия та хăйсен пархатарлă профессинех суйласа илĕ тесе шутланă вĕсем. Анчах та ăшă кăмăллă, пурне те ырă сунакан Алмазия Палтиел шкулĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Вăл хăйĕн пурнăçĕн пĕлтерĕшне медицина сферинче курнă. 1973 çулта алла медсестра дипломне илсен Алмазия Калакова (хĕр чухнехи хушамачĕ) тăван ялти – Палтиелĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче ĕçлеме пуçланă. Ырă кăмăллă, хăйĕн ĕçне профессилле ăсталăхпа пурнăçлакан хĕре ял-йыш тÿрех хисеплеме пуçланă. Кирлĕ пулсан, Алмазия Минетдиновна çĕрле те чирлисене пулăшма васканă. 1974 çулта унăн пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ – Иршат Вахитовпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Дильăпа Лейсан педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн Хусан хулинче учительте ĕçлеççĕ. Ильнар Мускаври авто çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнă, вахта мелĕпе Самара хулинче вăй хурать. 1985-2003 çулсенче А.Вахитова Патирекри амбулаторире тăрăшнă. Шанса панă ĕçе яланах тĕплĕн туса пынă вăл. Кайран пенсие тухичченех медсестра должноçĕнче ĕçленĕ. Пултаруллă медицина ĕçченне ял-йыш темиçе  хутчен те ял тата район Совечĕсен депутатне суйланă. Туслă çемье архивĕнче тĕрлĕ орденсем, Хисеп грамотисем те тирпейлĕн упранаççĕ. 2012 çул А.Вахитовашăн паллă событипе палăрса юлчĕ – хăйĕн 60 çулхи юбилейне уявларĕ. Сăпайлă та ĕçчен хĕрарăма, медицинăн хисеплĕ ветеранне тата нумай юбилейсем кĕтсе илме ырлăх-сывлăх сунатпăр.

 Милевше ГАЙНУЛЛОВА



23 июля 2012
11:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter