Шăмăршă районĕ: ĕççине – çĕнĕ комбайнсемпе

Çĕр ĕçченĕсем çине тăрсах вырмана хатĕрленеççĕ. Тыр-пула никамăн та хирте хăварас килмест вĕт. Ĕççи ăнăçлăхĕ вара ăна мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнинчен нумай килет. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртме икĕ хуçалăх çĕнĕ комбайнсемлĕ пулчĕ. Лизинг меслечĕпе "Сатеев А.И." фермер (хресчен) хуçалăхĕ пилĕк миллион тенкĕлĕх, "Шанс" сахал яваплă общество тăватă миллион тенкĕ тăракан "Полесье" уй-хир карапĕсем туянчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Никифоров каланă тăрăх, вырма ирттерме пурĕ 3845 тонна топливо кирлĕ пулать. Ăна Ульяновскри "Ульяновскнефтьпродукт" хупă акционерла общество урлă туянма палăртнă. 100 тоннине çак уйăхра кÿрсе килмелле, ыттине – август-сентябрьте. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11640 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Хуçалăхсенче вырмана хутшăнакан техникăна юсаççĕ.



23 июля 2012
12:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter