Авточупу Шăмăршă çĕрĕпе те иртнĕ

 Сусăр çынсене хисеп туни, вĕсен нушине ăнланни, вĕсене пулăшни ырă пулăм. Çакнашкаллисене курсан чун-чĕре хурлăхпа тулать. Раççейре халĕ сусăр çынсен обществи йĕркеленнипе сусăр çынсем авточупăва тухнă. Вăл Мускав хулинче старт илнĕ, Волгоградра вĕçленет. Çак чупу Чăваш Республики çĕрĕ тăрăх та иртнĕ. Шăмăршă район çĕрĕ çинче сусăр çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков, районти халăха социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕ Николай Ендиеров, районти сусăр çынсен обществин председателĕ Александр Федотов, Пуянкассинчи "Ахаяс" фольклор ушкăнĕ кĕтсе илнĕ. Çул çÿреве тухнисене Шупашкартан пирĕн тăрăха "Пĕтĕм Раççейри сусăр çынсен обществи" республикăри организацийĕн председателĕпе Маргарита Кузьминапа унăн çумĕ Геннадий Яковлев ертсе килнĕ. Хаваслă иртнĕ тĕл пулу. Авточупăва хутшăннă сусăр çынсене Пуянкасси ял администрацийĕн хастар çыннисем, "Ахаяс" фольклор ушкăнĕн маттурĕсем чăваш апат-çимĕçĕпе сăйланă. Вĕсем килĕсенчен турăх, тăваралă çу, кукăль-пÿремечĕ, аш-пăш, пылак шывсем, какай шÿрпи янтăласа илсе тухнă. Паллах, чăвашсен йăли-йĕркипе пирĕн ентешсем хăнасене ырă сунса сăра куркипе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Юрă-ташша ăста "Ахаяс" ушкăн. Вĕсем сусăр çынсен кăмăлне çĕклесе чăвашла та, вырăсла та юрăсем шăрантарнă. Пирĕн тăрăхри юрă-кĕвĕ хăнасен куçĕсенче шанчăк, ĕненÿ, савăнăçпа юрату туйăмĕсем çуратнă. Вĕсем те хăйсен юратнă юррисене пуçласа пĕрле юрлама ыйтнă. Çапла, эпир хăнасене кĕтме пĕлетпĕр. Хамăрăн мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине те упраса пырса кăтартма пултаратпăр. Сусăр çынсене Пуянкасси çыннисем юрăпа Чĕмпĕр тăрăхне ăсатнă. Авточупу малаллах вăй илсе пырать. – Çулăр такăр пултăр, – тенĕ авточупăва тухнă шанăçа çухатман мал ĕмĕтлĕ çынсене шăмăршăсем. – Эпир сире каялла таврăннă чух кĕтсе илсе ăсатма та яланах хатĕр. Çăкăр-тăвар, ăшă кăмăл пурне те çитет!(Надежда ФЕДОТОВА)



24 июля 2012
10:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter