Каçал Ен районĕ: çуллахи каникулта ачасем вăхăта усăллă ирттереççĕ

Çуллахи каникулта ачасем вăхăта усăллă ирттереççĕ. Кашни кун клуба шашкăлла е бильярд вăййине выляма çуреççĕ. 23 мĕш июльте Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнчи клубра 10-13 çулсенчи арçын ачасем шашкăлла вылярĕç. Вăйă виçĕ ушкăн хушшинче иртрĕ. Пурте тăрăшса вылярĕç. Çентеруçе ятне Стас Сапаров илчĕ. Савăн пекех пĕчеккисем велосипедпа амăртрĕç. Вĕсем Виолетта Корнилова, Ярослав Петров тата Роман Григорьев. Вайă питĕ интереслĕ иртрĕ. Пери тепринчен иртсе каясшăн. Финиша пурте пĕрле çитрĕç. Пурте кăмăллă юлчĕç.



24 июля 2012
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter