Вăрмар районĕ: ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ

Инвалидсене, инвалид-ачасен, нумай ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕсене ятарлă оборудовани вырнаçтарнă ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессипе республикăра тĕллевлĕ программа ĕçлет. Вăрмар районĕнче çак тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 2 инвалида, нумай ачаллă 2 ашшĕ-амăшне тата инвалид-ача пăхакан пĕр ашшĕ-амăшне ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле. Паянхи куна 2 инвалида консультант-сутуçă тата диспетчер должноçĕсене явăçтарнă. Нумай ача çитĕнтерекен 2 ашшĕ-амăшне çĕвĕç тата хуралçă специальноçĕсемпе тивĕçтернĕ. Инвалида ĕç вырăнĕпе тивĕçтерекен организацисем ĕç вырăнне хатĕрлеме 100 пин тенкĕлĕх, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме 60 пин тенкĕлĕх субсидисем илнĕ.



24 июля 2012
17:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter