Вăрмарсем - Раççей чемпионатĕнче

Июлĕн 21-22-мĕшĕнче Шупашкарта çăмăл атлетикăпа ветерансем хушшинче Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ Раççейри регионтан тата çывăхри ют çĕршывсенчен 600 ытла çын хутшăннă. Пирĕн районтан унта икĕ ветеран хутшăннă. А.Ноздрин 55-60 çулхисем хушшинче хăвăрт утассипе 5 тата 10 çухрăмра 1-мĕш вырăн йышăннă, икĕ хутчен Раççей чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ. Н.Михайлов 70-75 çулхисем хушшинче чупассипе 1,5 км - 5-мĕш, вунă çухрăмра - 4-мĕш тата республикăн пĕрлештернĕ командинче çав çулхисем хушшинчех 4х100 метрлă эстафетăра 1-мĕш вырăна тухнă. Çапла, вăл та призерсен шутне лекнĕ.



24 июля 2012
17:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter