«Лондонран çĕнтерÿпе таврăнăр...»

Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2012 çулхи Олимпиадăн Раççей пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ чăваш спортсменĕсемпе тата вĕсен тренерĕсемпе тĕл пулнă.

Çуллахи ХХХ Олимпиада вăййисем 2012 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 12-мĕшĕччен Лондонра иртеççĕ. Пĕтĕм тĕнчери тĕп ăмăртусене пирĕн республикăран 5 спортсмен хутшăнĕ:

Ирина Калентьева, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче чемпионки, тĕнче кубокĕсен çĕнтерÿçи, Европа чемпионачĕсен призерĕ, ХХIХ Олимп вăййисен бронза призерĕ /маунтинбайк/*

Татьяна Архипова, çăмăл атлетика енĕпе Раççейĕн тĕнче класлă спорт мастерĕ, ХХIХ Олимпиада вăййисене хутшăннăскер, 2007 çулхи тĕнче чемпионачĕн чăрмавсем урлă 3000 метра чупассипе кĕмĕл призерĕ, Раççейĕн 2011 çулхи чемпионачĕн 10000 метра чупассипе кĕмĕл призерĕ, Токиора 2011 çулта иртнĕ марафонăн бронза призерĕ /çăмăл атлетика - марафон/*

Альбина Майорова, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, XXVIII Олимпиада вăййисене марафон чупăвне хутшăннăскер, 2012 çулта Японире иртнĕ тĕнче марафонĕн çĕнтерÿçи /çăмăл атлетика - марафон/*

Кристина Савицкая, çăмăл атлетика енĕпе Раççей спорт мастерĕ, 2011 çулта иртнĕ Раççей чемпионачĕн бронза призерĕ, 2011 çулта тĕнчери çамрăксен ăмăртăвне хутшăннăскер, 2012 çулта Раççейĕн çичĕ енлĕ ăмăртăвĕн /çăмăл атлетика - çичĕ енлĕ ăмăртăвĕ/ чемпионки*

Елена Наговицына, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, 2011 çулта 10000 метра чупассипе Раççей чемпионки, Раççейĕн 2012 çулхи чемпионачĕн 5000 метра чупассипе кĕмĕл призерĕ, çăмăл атлетика /5000 метра чупасси/.

Калаçу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев Олимпиадăна хутшăнакансене тата вĕсен тренерĕсене ырми-канми ĕçленĕшĕн тав тунă. Лайăх кăтартусем спортсменсене Олимп вăййисене хутшăнмалли ирĕк панă. Республика пуçлăхĕ спортсменсем ăнăçлă ăмăртни Чăваш Республикинчи район-хуласенче спорта аталантарма пулăшнине те палăртнă.

«Лондонри ХХХ Олимп вăййисенче эсир Чăваш Енĕн ырă ятне тата çÿлерех çĕклессе шанатăп. Чăваш Енре халĕ тăвакан спорт объекчĕсене, уйрăммăн илсен, Шупашкарта маунтинбайк енĕпе федераци центрне тата Çĕнĕ Шупашкарта çăмăл атлетика манежне хута ярсан пирĕн спортсменсен тăван çĕр çинче тренировкăсем ытларах ирттерме май тупăнĕ. Лайăх спортбаза, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсене аталантарас тĕлĕшпе çине тăни, Олимпиадăна хутшăнакансен тĕслĕхĕ республикăра малашне олимпиецсен йышне икĕ-виçĕ хут ÿстерме пулăшĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олимпиада призерĕсемпе çĕнтерÿçисем валли пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантармалли мелсене палăртнине те пĕлтернĕ. Акă Олимпиадăн ылтăн медальне çĕнсе илекене 1 млн тенкĕ парса хавхалантарĕç. «Старт умĕн хумханнине эпир питĕ лайăх ăнланатпăр. Çапах та эсир чăрмавсене çĕнтерессе, ăнăçусем тăвасса шанатпăр! Сире çирĕп кăмăллă пулма, хăвăра шанма, çĕнтерÿ патне ăнтăлма тата ăнăçу сунатпăр!» - тенĕ Михаил Игнатьев.

Олимпиадăна хутшăнакансем Чăваш Ен Пуçлăхне тренировкăсем ирттерме лайăх условисемпе тивĕçтернĕшĕн тав тунă, республика ертÿлĕхĕ спортпа кăсăкланни вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов Олимп вăййисене виççĕмĕш хут хутшăнакан Ирина Калентьевăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн удостоверенийĕпе паллине панă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ, XXVI Олимп вăййисен çĕнтерÿçи, XXV Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, XXVII Олимп вăййисене хутшăннă спортсмен, тĕнче чемпионки, çăмăл атлетика енĕпе Европа тата тĕнче рекордсменĕ Елена Николаева спортсменсене «харпăр хăйне ĕненме, Олимп вăййисенче çĕнтернĕ хыççăн хăйне Тăван çĕр-шыв мĕнлерех кĕтсе илнĕ, çав туйăмсене чăтса ирттерме» суннă.

 В.ВАСИЛЬЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
24 июля 2012
17:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter