Улатăр - чи лайăххисен йышĕнче

РФ Правительстви çумĕнчи экономика аталанăвĕпе интеграци комиссийĕн çĕр-шыври монохуласене модернизацилес енĕпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕ иртнĕ эрнере Улатăрта пулчĕ. Унăн ертÿçи, «Внешэкономбанк» патшалăх корпорацийĕн председателĕн çумĕ Ирина Макиева республикăн кăнтăр енчи хула аталанăвĕпе кăмăллă.

- Кунашкал монохула Раççейре аллă, черетпе пурне те çитме, йывăрлăхĕсене пĕрле татса пама тăрăшатпăр. Палăртма кăмăллă: Улатăр - чи лайăххисен йышĕнче. Модернизаци валли уйăракан укçапа тĕллевлĕ усă курать, объектсене срокран маларах хута яма хатĕрленет, - терĕ Ирина Владимировна.

Улатăрăн кăçал - юбилей: çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче 460 çул тултарнине палăртать. Ăна ĕçри çĕнĕ çитĕнÿсемпе кĕтсе илесшĕн.

Комисси ушкăнĕ малтанах «Юрма» агрохолдинг» ОООн Улатăрти комбикорм заводне çитсе курчĕ. Кунта кайăк-кĕшĕк валли паха апат хатĕрлеççĕ. Юлашки çулсенче хăвачĕ чакса пынăран юхăнас патнех çитнĕччĕ. Владимир Ермолаев гендиректор çине тăнипе Италирен çĕнĕ оборудовани кÿрсе килнĕ, специалисчĕсене чĕнсе илнĕ. Çак уйăх вĕçĕнче черетлĕ цех хута каймалла. Хальлĕхе рабочисем пĕр сменăпа вăй хураççĕ. Завод çывăх вăхăтра 4 смена çине куçĕ. 45 çынлă коллектив пысăкланса çĕр алла çитĕ.

Хулара 608 ĕç вырăнĕллĕ çĕнĕ завод çĕкленет. Сметăпа 2,3 млрд тенкĕлĕх ĕç тумалла. Улатăрта малашне кварц хăйăрĕнчен кантăк туса кăларĕç. Завода 2013 çулхи виççĕмĕш кварталта хута яма палăртнă.

Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Марискин монохула аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

- Модернизаци планĕпе килĕшÿллĕн инвестицин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 12,6 миллиард тенкĕпе танлашать. Çак укçапа хушма инженери инфратытăмĕ туса ĕçлекен предприятисене модернизацилемелле, çĕнĕ производствăсем хута ямалла. Пĕлтĕртенпе чылайăшне пурнăçланă, - терĕ Михаил Васильевич. Унтан предприятисене асăнса тухрĕ.

«Хлебница» ООО мини-завода тума 100 млн тенкĕ тăкакланă. Вăл талăкра 10 тонна çăкăр-батон пĕçерет, 60 çын ĕçлет.

Пĕлтĕр иккĕмĕш кварталта «Лекс-Фэшн» ООО çĕвĕ предприятийĕ уçăлнă. Вăл «Газпром», шалти ĕçсен, чукун çул, таможня, ытти тытăм саккасĕпе ятарлă тумтир çĕлет. Хальлĕхе 71 çын вăй хурать, малашне йыш 520 çынна çитмелле.

«Электроприбор» АУО 1 млрд та 832 млн тенке ĕçе кĕртсе авиаци тата космос промышленноçĕ валли çĕнĕ йышши тавар туса кăларма хатĕрленет.

Хулара тимĕр шыв пăрăхĕсен вырăнне çĕнĕ технологипе ку чухнехине хывасси те кал-кал пырать.

- Уйăрнă 125 млн та 440 пин тенкĕпе çулталăк вĕçлениччен йăлтах усă куратпăр, - шантарчĕ «Спецводстрой» ООО генподрядчикĕ Игорь Анисимов.

Шыв пăрăхĕсене çĕнĕ меслетпе улăштарни Ирина Макиевăна та килĕшрĕ.

2011 çулта вăтам тата вак предпринимательсене малалла аталанма 22 млн яхăн тенкĕпе пулăшнă, çĕнĕрен 98 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн Игорь Патраева 300 пин тенкĕ лекнĕ. Виçĕ çынна явăçтарса тимĕртен шăратса-çыпăçтарса тĕрлĕ издели хатĕрлеме тытăннă. Эпир пынă чухне Владимир Щепочкин тимĕрçĕ-сварщик алăк тăррине çумăртан хÿтĕлеме вырнаçтаракан хатĕре шăратса эрешлетчĕ. Якатса сăрлатăн та питĕ илемлĕ япала пулать. Кирек кам та хапăлласа туянĕ.

- Куратăп-ха, ăстаçăн алли ылтăн. Улатăрта тата çывăхри ялсенче пурăнакансем никамăнне те мар, унăннех туянĕç. Хуçалăхра кирлĕ пулакан хатĕрсене тума саккас парĕç, - терĕ. «Вăтам тата вак предпринимательлĕхе пулăшакан Раççей банкĕ» АУО правлени председателĕ Сергей Крюков. Сергей Павлович Мускавран Ирина Владимировнăпа пĕрле килнĕ.

Улатăрта «Кивĕ тата ишĕлес патне çитнĕ çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарасси» тĕллевлĕ программа та ăнăçлă пурнăçланать. Çулталăк вĕçлениччен тата 13 çуртри 149 çын телейлĕ пулĕç.

Халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйту çивĕчлĕхĕ те чакса пырать.

- 2009 çулта ĕçсĕр тăрса юлнисене 2,83% шута илнĕччĕ, пĕлтĕр вăл 0,48 процента çити чакрĕ, кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 0,34%. Республикăри хуласемпе танлаштарсан ку - чи пĕчĕк кăтарту, - терĕ Улатăр хула администраци пуçлăхĕ Михаил Марискин. - Инвестици планĕ пурнăçлансан 2015 çултан эпир çирĕп аталанакан хуласен йышне кĕрĕпĕр.

 Валентин ВАСИЛЬЕВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
24 июля 2012
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter