Кăтартусем лайăхран - хушма 100 миллион тенкĕ...

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе планерка ирттернĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Республикин сывлăх сыхлавне 2011-2012 çулсенче модернизацилемелли программăна мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă.

Министр палăртнă тăрăх - Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин комплекслă эксперт хаклавĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикине 2011 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх патшалăх гарантийĕсен территори программисене лайăх пурнăçлакан регионсен шутне кĕртнĕ. Çавна май кăтартусене пурнăçланине, медицина пулăшăвĕн пахалăхне, унпа усă курма май пуррине, халăх сывлăхĕн тĕп кăтартăвĕсем еплерех улшăнса пынине тата медицина пулăшăвĕ тивĕçтернин шайне шута илнĕ.

ЧР сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ ăнăçлă ĕçлени демографи лару-тăрăвĕнче те палăрнă. Ача çуратасси 2012 çулхи 6 уйăхра иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 9,8% ÿснĕ. Çынсем вилни 6% яхăн чакнă. Комплекслă хаклав пĕтĕмлетĕвĕсене Раççей Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви Федерацин ОМС фончĕ нормăланă страховани саппасĕн укçи-тенкине валеçнĕ чухне шута илĕ. «2012 çулта сывлăх сыхлавĕн тытăмне модернизацилеме эпир хушма 100 млн тенкĕ ытла илме пултаратпăр», - палăртнă министр.

Модернизаци программине пурнăçланин пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕ - медицина ĕçченĕсен ĕç укçи шайĕ. Хавхалантаракан укçа-тенкĕ тÿлевĕсемпе тивĕçтернĕ май республикăра тухтăрсен уйăхри вăтам ĕç укçи 2012 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 22152,25 тенкĕ /2011 çулпа танлаштарсан 107,3%/ пулнă, вăтам медицина ĕçченĕсен - 13061,6 тенкĕ /110,8%/.

Алла Самойлова çавăн пекех медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетмелли мерăсем çинчен пĕлтернĕ. Сăмахран, 31 объекта тĕпрен юсанă. 17 объектра ĕçсем малалла пыраççĕ. 6 объект тăрăх саккас вырнаçтармалли ĕçсем ирттереççĕ. Анчах та хăш-пĕр подрячик пурнăçланă ĕçсен пахалăхĕ тата срокĕ тĕлĕшпе ÿпкелешмелли сăлтав пур. Чăваш Ен Пуçлăхĕ япăх ĕçлекен подряд организацийĕсене штрафлама сĕннĕ.

Канашлура патшалăх тата муниципалитет пурлăхне сутнă чухне хушма хак тĕлĕшпе налук тÿлес ыйтăва сÿтсе явнă.

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Устенко РФ Налук кодексĕн 146 статйин 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн Федерацин 159-ФЗ саккунĕ тăрăх арендăна илнĕ пурлăха сутăн илекен вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем валли хушма хак налукĕ тÿлес тĕлĕшпе налук çăмăллăхĕ пăхнине пĕлтернĕ. Çак нормăпа вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем патшалăхăн тата муниципалитетăн хыснари куçман пурлăхне сутас енĕпе пурнăçламалли операцисен тĕлĕшпе усă кураççĕ /харпăрлăх прави 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен куçнă пулсан/. Енчен те харпăрлăх прави çак кунччен куçнă тăк çакнашкал операцисем ирттернĕ чухне малтанхи йĕркепех налук хумалла.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем арендăлакан пурлăха сутăн илмелли çăмăллăхлă ирĕкпе Федерацин 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи саккунĕпе килĕшÿллĕн 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен усă кураççĕ, çÿлерех асăннă налук çăмăллăхĕ 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен вăйра тăрать.

Çав вăхăтрах саккун нормисене Шупашкарта тĕрлĕрен ăнлантарнипе Патшалăх пурлăх комитечĕпе пайтаçăсен хушшинче хирĕçÿллĕ самантсем тухса тăнă.

«Пайтаçăсен пĕрлĕхĕшĕн эсир пулăшакансем пулма тивĕçлĕ. Эсир вара хирĕçÿллĕ лару-тăру туса хунă, вăл вак тата вăтам бизнесшăн, тĕпрен илсен хула экономикишĕн палăрмаллах чăрмав пулса тăнă», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова.

Михаил Игнатьев хула влаçĕсене хăйсен позицине саккун ыйтнă пек тата бизнес-пĕрлĕх интересĕсене шута илсе йĕркелеме сĕннĕ.

 А.ЛЬВОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
24 июля 2012
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter