Пайăр яваплăх тата çĕр те шута юратни çинчен

Министрсен Кабинечĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ĕнер иртнĕ ларăвĕ кун йĕркинчи кăмăллă ыйтăва тишкернинчен пуçланчĕ. Республика бюджетне пысăклатма йышăннă - ÿсĕм 2,9 млрд ытларах тенкĕпе танлашать. Тивĕçлĕ саккуна пурнăçламалли мерăсене палăртрĕç.

Малалли - кулленхи ыйтусем темелле. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Чăваш Ен бюджетĕнчен те укçапа пулăшмалли тăкак обязательствисен списокне çирĕплетрĕç. Çул-йĕр сервисĕн объекчĕсене пурте усă куракан автомобиль çулĕсемпе çыхăнтармалли пулăшу ĕçĕсен хакĕсене çирĕплетесси те ыйту çуратмарĕ. Транспорт министрĕ Михаил Янковский палăртнă тăрăх çак хаксем республика шайĕнче пысăк пулмаççĕ - 6 пин тенкĕрен пуçласа. Танлаштармашкăн кÿршĕ регионсен хакĕсене те илсе кăтартрĕ: Чул хуласем 11 пин тенкĕ шайĕнчен «ташлаççĕ», чи пысăкки вара Самарсен - 125 пин тенкĕ. Çул çÿреве йĕркелемелли техника хатĕрĕсене тума тата тытса тăма муниципалитетсем валли пĕтĕмпе 3,7 млн тенке яхăн уйăрма пăхнă. Михаил Янковский тĕп условисенчен пĕрне пайăррăн палăртрĕ: çак ĕçсем валли районсемпе хуласен хăйсен те укçа уйăрмалла - кирлĕ виçерен 10% кая мар.

Çĕрпÿ районĕнче граждансене авари пулас хăрушлăх пур çуртсенчен куçармашкăн 2,5 млн тенкĕ уйăрма палăртрĕç. Сăмах 5 хваттер пирки пырать. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова 2012 çулхи 2-мĕш кварталти çын пуçне пурăнма кирлĕ виçене палăртас енĕпе сăмах илчĕ. Ку виçе тĕрлĕ сий тĕлĕшпе уйрăм, сĕннĕ вăтам виçе - 5391 тенкĕ. Умĕнхи кварталтипе пăхсан ÿсĕм 115 тенкĕ пулать. Алла Владимировна çакă асăннă тапхăрта тĕпрен илсен апат-çимĕç тата транспортпа çул çÿренин хакĕсем пысăкланнипе сăлтавланни çинчен каларĕ. Кÿршĕсемпе танлаштарсан хайхи «минимумпа» эпир округра аялтан 2-мĕш вырăнта-мĕн, Мари Элте çеç çак виçе пирĕннинчен пĕчĕкрех. Чи пысăкки Чул хулара - 6,2 пин тенкĕ яхăнах. Чăваш Ен Пуçлăхне прогноз та кăсăклантарчĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Александр Быченков çĕнĕ тыр-пула пухса илнĕ май çывăх вăхăтра апат-çимĕç хакланмассине çирĕплетсех палăртрĕ.

Республика Пуçлăхĕн физикăпа математикăна вĕренессинчи пысăк çитĕнÿсемшĕн паракан стипендине тÿлемелли йĕркене çирĕплетес ыйту вара кĕтмен çĕртен тенĕ пек калаçу çуратрĕ. Стипенди виçи - уйăхсерен 2 пин тенкĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов каланă тăрăх - çак стипендие патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче асăннă предметсемпе 80-ран кая мар балл пухнă, унтан республикăри тивĕçлĕ професси учрежденийĕсенче вĕренĕве тăсакан çамрăксене тÿлеме йышăнни çинчен каларĕ. Çакăн тĕллевне ăнланмалла ĕнтĕ. Шел те, физикăпа математикăна лайăх вĕреннĕ яшсемпе хĕрсенчен Чăваш Енре сахалăшĕ юлать. Пĕлтĕр, Владимир Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре 64 çамрăк асăннă чухлĕ балсем пухнă, вĕсенчен 3-шĕ кăна тăван енре юлнă. Кăçал экзаменсене çапла ăнăçлă тытнисем тата сахалрах - 27 çын çеç. Вĕсенчен миçĕшĕ вĕренĕве кунтах малалла тăсĕ?

 

Хуравĕ Михаил Игнатьева та тĕлĕнтерчĕ. «5 çынран кая мар...» - терĕ министр. «Малтан вара 65 çын пирки калаçу пулнăччĕ, - аса илтерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. - Эпĕ ку йышпа та çырлахмалла мар тенĕччĕ...» Владимир Иванов асăннă предметсемпе кăçал экзамен условийĕсем йывăр пулнă тени те, паллах, тÿрре тухмалли сăлтав мар. «Капла пулсан указ та ĕçлемест вĕт, - пăшăрханăвне пытармарĕ Михаил Васильевич. - Апла тăк, тен, стипендие тивĕçмеллисен балсен шутне чакарни вырăнлă?» Тен, çапла тума та тивĕ.

Йĕркелÿ ыйтăвĕ чылай пулчĕ. Сăмахран, вĕренÿ министерствин вĕренÿпе методика центрне пĕтересси. Владимир Иванов вăл паян хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлайманнине палăртрĕ, çавăнпа хайхи тивĕçсене Вĕренÿ институтне парас тенĕ. Михаил Игнатьев пĕтерекен тытăм коллективĕнчи кăмăл-туйăмпа кăсăкланчĕ. Министр çынсем ĕçсĕр юлмĕç терĕ те - хуравĕ тивĕçтерчĕ пулас. Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин «хуçалăхĕнчи» организацисен ячĕсене улăштарасси калаçтармарĕ. Ку çĕнĕ министерство туса хунă май вĕсем Культура министерствинчен унта куçнипе кăна çыхăннă. Пĕтĕмпе 27 организаци пирки сăмах пырать. Çапах Михаил Васильевич пур пĕр кăсăкланчĕ: «Вĕсенчи финанспа хуçалăх ĕç-хĕлĕ мĕнлерех?» «Тапхăрăн-тапхăрăн тишкеретĕп, çав организацисенче пулатăп, паллашатăп...» - кĕскен хуравларĕ пичет министрĕ Валентина Андреева.

Унчченхи йышăнусенчен пĕрне улшăну кĕртес ыйтупа ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш сăмах илнине кура Михаил Игнатьевăн унран ыйтмалли те тупăнчĕ: çивĕч лару-тăру пулас хăрушлăх тухса тăрсан çакăн пирки халăха пĕлтерессишĕн республикăра кам яваплă? МЧСăн Тĕп управленийĕ... Ку - федераци тытăмĕ, республика шайĕнче вара? Комитет ертÿçи «эпир тата Информполитика министерстви» тени Чăваш Ен Пуçлăхне тивĕçтермерĕ: «Яваплăх уçăмсăр. Ыйтăва тишкерĕр, кам яваплине пайăррăн çирĕплетĕр».

Ĕç ветеранĕн ятне тивĕçмелли наградăсен списокне анлăлатрĕç - ветерансен йышне тата 256 çын хушăнĕ. Михаил Игнатьев йыш пысăклансах пыни çинчен каларĕ те - Алла Самойлова сăмах хушни журналистсемшĕн те кулăшла илтĕнчĕ: «Ун вырăнне вилеççĕ...» Чăннипе вăл ветерансен шучĕ ÿсменни пирки каласшăнччĕ ĕнтĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, асăннă ята 1967 çынна панă, 2,5 пине яхăн ветеран вара çĕре кĕнĕ...

Çамрăк вĕрентекенсене пурăнмалли çурт-йĕр туянма пулăшас ыйтăва та çĕклерĕç. Шел те, вĕренÿ министрĕ пĕлтернĕ тăрăх - шкулсенче вĕсен йышĕ пысăк мар. Тĕп чăрмав - çурт-йĕр çукки. Кăçал ятарласа уйăракан ипотека укçипе 68 вĕрентекен усă курĕ. Чăн та, ялти специалистсене пулăшмалли тепĕр программăпа та вĕсене пулăшаççĕ. Михаил Игнатьев тунти кун Саратов вĕрентекенĕсем Владимир Путин Президентпа курнăçни, хăй те педагогсемпе час-часах тĕл пулни çинчен каланă май вырăнсенче çамрăк вĕрентекенсене çул парсах кайманнине палăртрĕ: «Сехечĕсем сахал. 7-8 пин тенкĕпе унта кам ĕçлеме пытăр?« Каллех - укçа ыйтăвĕ...

Муниципалитетсене пулăшса бюджетран укçа уйăрасси тĕрлĕрен пулни пирки те сăмах пулчĕ. Çакна ку ыйтăва Патшалăх Канашĕн сессийĕнче çĕклени те сăлтавларĕ ĕнтĕ. Парламент комитечĕн ертÿçи Петр Краснов кунта та районсем пулăшăва пĕрешкел виçепе илменни çинчен каларĕ - тишкермелĕх ыйту пур. Михаил Игнатьев çакна хирĕçлемерĕ, çапах вырăнсенче тупăшсене пысăклатас енĕпе чи малтан хăйсен çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ: «Çĕр, пурлăх налукĕсем туллин унта юлаççĕ. Пурлăх тĕлĕшпе уçăмлăх пур-ха, анчах çĕр харпăрлăхĕ енĕпе вара ĕçлемелли пайтах. Кам влаçа çывăх пулнă - вĕсем хăй вăхăтĕнче çĕр лаптăкĕсене ярса илнĕ, халĕ чылай пысăкрах хакпа сутаççĕ. Кам влаçпа çывăхланайман - вĕсене халь аталанма йывăр, çĕре хаклăпа туянма тивет. Çĕр - пирĕн тĕп пуянлăхсенчен пĕри, ăна шута илессине çирĕп йĕркелемелле, ку нумай ыйтăва сирĕ».

Николай Коновалов



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 июля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter