Калентьева - вуннăмĕш хут Раççей чемпионки

Çак кунсенче Шупашкарта иртнĕ пысăк тепĕр ăмăрту вăл - маунтинбайк енĕпе Раççей чемпионачĕ. Ăмăртăва вун пилĕк регионти 283 велосипедист хутшăнчĕ. Вырсарни кун старта ХХХ Олимп вăййисенче ăмăртма маларах путевка çĕнсе илнĕ Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ, тĕнчен икĕ хут чемпионки Ирина Калентьевăпа Удмурт Республикинчи «Форвард» спорт клубĕн командин капитанĕ Евгений Печенин та тухрĕç.

Тĕнчипе паллă велосипедистка, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата ытти пирĕн ентеш мĕнле ăмăртнине курма «Шупашкар: 500 çул» парка спорта юратакан çĕр-çĕр çын килнĕ.

Хĕрарăмсен çырма-çатраллă вырăнта пилĕк çаврăм туса çирĕм икĕ çухрăм ытларах çăмăл мар велосипедăн педальне пĕр канмасăр хăвăрт çавăрмалла. Трасса питĕ йывăр. Çырма-лупашка, тĕрлĕ чăрмав пайтах. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль хĕрĕ çакăн пек дистанцире çирĕм çула яхăн/!/ ăмăртать ĕнтĕ. Хăйĕн ăсталăхне вăл вăтăра яхăн çĕр-шывра кăтартнă. Умра - Лондонри юбилейлă Олимп вăййисем.

Паллах, Олимпиада пуçланас умĕн пилĕк кун маларах Ирина Чăваш Ене килмессе те пултарнă. Анчах та Аслă Британие тухса каяс умĕн ăна тăван Нăрваш Шăхаль, ашшĕ-амăшĕ, çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем, юратнă тренерĕсем Василий Бородкинпа Владимир Краснов хăйсем патне туртнă.

Хальхи Раççей чемпионачĕ уншăн хăйне евĕрлĕ тренировка пек кăна шутланчĕ тейĕн. Малтанхи виçĕ çаврăмра Ирина Вăрмар районĕнчи çамрăк тантăшĕнчен Вера Андреевăран ятарласа иртсе каймарĕ, тăтăшах ун хыççăн пычĕ. Пиллĕкмĕш çаврăма пирĕн мухтавлă Ирина Калентьева пĕрремĕш вĕçлерĕ те Раççей чемпионкин ятне вуннăмĕш хут çĕнсе илчĕ. Ун хыççăн чылай кая юлса Вера Андреевăпа Самар хулинчи çар служащийĕ, тĕнче спорт мастерĕ Елена Гоголева финиша иккĕмĕшпе виççĕмĕш çитрĕç.

Арçынсенчен çĕр-шыв чемпионĕн ятне Еленăн çывăх тăванĕ, Удмурт Республикинчи Антон Гоголев çĕнсе илчĕ. Пирĕн республика чысне хÿтĕленĕ Çĕнĕ Шупашкарти Евгений Гаврилов, шел те, саккăрмĕш вырăн кăна йышăнчĕ.

 Петр СИДОРОВ.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 июля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter