Фракцисен ертÿçисемпе тĕл пулнă

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕпе Юрий Поповпа тата депутатсен фракцийĕсен ертÿçисемпе Анатолий Князевпа /“Пĕрлĕхлĕ Раççей”/, Игорь Моляковпа /“Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей”/, Дмитрий Евсеевпа /РФКП/, Андрей Кулагинпа /РЛДП/ ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

Калаçăва çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăннă.

Юрий Попов Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕ 6 сесси ларăвне ирттернине, унта 115 саккун проектне пăхса тухнине пĕлтернĕ. Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ саккунсене йышăннă. “Экономика лайăх ĕçлени пĕтĕм депутатшăн кăмăллă ахăртнех, пирĕн те социаллă тытăм валли хушма укçа-тенкĕ уйăрма, суйлавçăсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме майсем тупăнаççĕ”, - тенĕ республика парламенчĕн Председателĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕпе калаçнă май депутатсен фракцийĕсен ертÿçисем хăйсем республикăн саккун кăларакан органĕнче мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартнă. РФКП фракцийĕн ертÿçи Дмитрий Евсеев Шупашкар районĕнче пурăнакансен ятĕнчен Михаил Игнатьева “Турикасси - Мăн Мамăш - Чаканар - Аначкасси - Пранькка” çула тунăшăн /ăна Республика кунĕнче хута янă/ тав тунă.

Политика партийĕсен представителĕсем йывăрлăх çуратакан самантсем пирки сăмах пуçарнă - вĕсен тĕлĕшпе ятарлă йышăнусем тумалла. Çав шутра - пая кĕрсе хваттерлĕ пулас тенĕ çынсен, улталаннăскерсен, ыйтăвĕ* панкрута тухнă Атăлçи пир-авăр компанийĕн предприятийĕсен - Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн тата Шупашкарти трикотаж фабрикин - ĕçченĕсене кăларса янипе çыхăннă лару-тăру* Чăваш Енĕн тĕп хулинче ыттисене тăвăрлатакан стройкăсене малалла тăсни* ЖКХ тытăмĕнче йĕрке тăвасси. Парламентарисене çавăн пекех республика халăхне ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программа еплерех пурнăçланни те, çĕр лаптăкĕсемпе çурт-йĕре регистрацилесси те - вĕсен хуçисен çак правăна çирĕплетекен документсем çук тăк - хумхантарать.

Михаил Игнатьев депутатсем çĕкленĕ ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Уйрăммăн илсен вăл ыттисене тăвăрлатакан стройкăсем пирки хăй мĕн шухăшланине тепре аса илтернĕ: “Ун пеккисем пулмалла мар - эпĕ хамăн позицие тахçанах палăртнă. Çĕр лаптăкĕсене çителĕклех уйăрнă, хула территорине те пысăклатнă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 600 ытла гектар çĕре çурт-йĕр строительстви валли куçарнă. Хула влаçĕсем умне тĕллев лартнă - халăха майлă йышăнусем тумалла.”

Республика Пуçлăхĕ депутатсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче тÿрĕ мар кăмăллă управляющи компанисен пĕр пайĕ рынокран кайнине пĕлтернĕ.

Пая кĕрсе хваттерлĕ пулас тенĕ çынсен, анчах улталаннăскерсен, йывăрлăхĕсене татса парас тĕллевпе ĕçлĕ ушкăн туса хунă, ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пырать.

 

Малтан шутланă тăрăх - çулталăк вĕçлениччен 200 яхăн “пайçă” Çĕнĕ Шупашкарта хваттерлĕ пулмалла. Шупашкарта “Финн айлăмĕнчи” тата “Атăлçи платинумĕнчи” объектсене хута яма планлаççĕ, Тухăç урамĕнчи строительство та “вырăнтан хускалнă”.

Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнчи тата трикотаж фабрикинчи лару-тăру пăшăрхантарнине палăртнă республика Пуçлăхĕ. “Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба умне тĕллев лартнă, кирлĕ укçа-тенке уйăрнă. Эпир ĕçрен кăларса янă пĕтĕм специалиста, вĕсем малашне ĕçе вырнаçма пултарччăр тесе, бюджет шучĕпе çĕнĕрен вĕрентме хатĕр”, - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Енре пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программа пирки калас тăк - вăл малалла та тăсăлĕ. “Федераци бюджетĕнчен пĕтĕм региона çак программа валли çулсеренех виçĕ миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Çав шутран Чăваш Ен пĕлтĕр 467 миллион, кăçал 270 миллион тенкĕ илчĕ”, - аса илтернĕ республика Пуçлăхĕ.

Тĕл пулу вĕçленес умĕн Михаил Игнатьев Чăваш Ен парламенчĕн депутатсен фракцийĕсен пĕтĕм ертÿçине Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнче йĕркеленекен Экономика канашне кĕртессе пĕлтернĕ. Канаш тĕллевĕ республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратеги тĕп çул-йĕрне пурнăçлассин тухăçлă мелĕсене шырасси пулĕ. Депутатсем республика халăхĕн ырлăхĕшĕн пĕрле ĕçлеме хатĕррине палăртнă. 

 Изольда БЕЛОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
26 июля 2012
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter