Елчĕк районĕ: пĕтĕм халăх пуç таять

Çĕртме уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче республикăра "Волков вулавĕсем" Пĕтĕм тĕнчери халăхсен пиллĕкмĕш наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Малтанах Г.Н.Волков ĕçне хаклакансем республика уявĕнчи ăш пиллĕ тĕл пулусене хутшăннă. Унтан сумлă делегаци паллă ăсчахăмăр çуралнă ялта - Аслă Елчĕкре пулчĕ. "Волков вулавĕсем" наукăпа практика конференцийĕ чи малтан Алтай крайĕнче пулса иртнĕ. Унтан эстафетăна Тыва, Саха (Якути), Бурят республикисем, кăçал пирĕн республика йышăннă. Делегаци йышĕнче - Геннадий Никандрович пуçарса янă этнопедагогика ĕçне малалла тăсакансем. Конференцие хутшăнакансене Аслă Елчĕксем тăвăллăн алă çупса, çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа, хăна юррисемпе кĕтсе илчĕç. Инçе çула кĕскетсе килнĕ аякри хăнасен пичĕ-куçĕсем ялкăшаççĕ: вĕсем паллă çыннăмăр утса çỹренĕ, вĕреннĕ, çак сукмакран анлă çул çине тухнă юратнă вĕрентекенĕн çĕрĕ çине ура ярса пуснă. Ентешне хисеп тăвакансене кĕтсе илекен Аслă Елчĕк çыннисен куçĕсем те ялтăраççĕ. Чăвашсем харсăр, пултаруллă, йăх-несĕле сума сăвакан халăх пулнине хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç делегаци членĕсем. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев Г.Волков академик çуралнă кĕтес хăнасене яланах хапăл пулнине, ентешпе вĕсем мухтаннине, мăнаçланнине пĕлтерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин район пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. "Пысăк сас паллиллĕ" педагог çинчен ăшăран та ăшă сăмахсем пыл та çу пекех ирĕлчĕç, ăшă та мухтавлă сăмахсем нумай янăрарĕç. Çавăнпа та маларах палăртса хунă докладсене вуламарĕç академикăн вĕренекенĕсем, унăн ĕçне малалла тăсакансем, ăна, унăн ăсталăхне палăртса каланă май куççулĕсене те тытса чараймарĕç. Канашлу аса илỹ каçне çаврăннăран юрату, ачасем, атте-анне, ват çынсем, чĕлхе çĕр çинче чăннипех те пысăк вăй пулнине чунпа туйса илетĕн. Мĕнле чĕлхе чи илемли-ши? Ăçта-ши, камăн-ши вăл пуян чĕлхе? Ыйтăвĕсем академикăн яланах паллă пулнă: вăл - анне чĕлхи. Мĕншĕн тесен ун чĕлхипе сăпка юрри юрланă, вăл упаленме те вĕрентнĕ, икĕ ура туянма пулăшнă, сиккипеле урам тăрăх чупма хавхалантарнă... Икĕ хутчен ăсчах ятне тивĕçнинче, тăван чĕлхене, культурине алла илнинче - пĕтĕмпех аннен чĕлхин тỹпи. Кирек ăçта пулсан та чăваш çинчен ыр ят сарнă Геннадий Никандрович. Европа шайĕнчи ăсчаха хамăр çĕр-шывра кăна мар, ютра та лайăх пĕлеççĕ, унăн ĕçĕсене пысăка хурса хаклани чун-чĕрене мăнаçлăх кỹрет. Курăр, пирĕн ентеш епле маттур, ăна тĕрлĕ çĕр-шывра сума сăваççĕ. Унăн калаçăвне пĕрре мар хăлха тăратса итленĕ, Чăваш педагогика университечĕн, Саха (Якути), Пушкăртстан, Тутарстан, Тыва, Мари эл, Удмурт республикисенчен килнĕ паллă вĕренỹ заведенийĕсен, наукăпа тĕпчев институчĕсен сумлă ĕçченĕсем чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕрипе кăмăллăн паллашнине, Геннадий Никандрович тăван халăхшăн калама çук пысăк ĕç тунине, вăл вĕрентсе, пулăшса пынипе ыттисем те хăйсен халăхĕн культуринче, йăли-йĕркинче тарăн йĕр хăварнине палăртрĕç. Вăл пулăшнипе наука докторĕсен ячĕсене илнĕ çынсем ытти халăх хушшинче вуншарăн. Г.Волковăн ырă енĕсем çинчен, усалли пулман-тăр унăн, нумай чарăнса тăчĕç хăнасем, вăл çуралнă ене пуç тайрĕç. Аслă Елчĕк шкулĕнчи пуçламăш классен учительници Л.Волкова воспитани ĕçĕнче Геннадий Никандрович наукине тĕпе хунине палăртрĕ, çынлăхлă çын амăшне пысăка хурса хакланине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Чăннипех те академик 70 çул тултарнине халалланă уявра ăна, сумлă ентеше, йĕри-тавра тĕрлĕ чечексемпе илемлетнĕ кресло çине ларма сĕнсен, вăл залра пĕрремĕш ретре ларакан амăшне хулран çавăтса сцена çине илсе хăпарчĕ, меллĕн кăна çемçе пукан çине лартрĕ, хăй вара амăшĕ çумне урайне вырнаçрĕ. Ун пек саманта курсан кирек камăн чунĕнче те ăшăлăх тапать. Академикăн Тыва Республикин килнĕ вĕренекенĕ шăпах 15 çул каялла Аслă Елчĕкре курнă çак саманта аса илсен куççульне шăлса илме те вăтанмарĕ. Акă мĕнле хисеплет амăшне ывăлĕ! Тĕлĕнмелле пысăк юрату. Якут, тыва, пушкăрт ташши-юррисемпе те савăнтарчĕç хăнасем. Хăйсем вара Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсен, культура çурчĕ çумĕнчи ташă ушкăнне çỹрекенсен, Елчĕкри информаципе культура центрĕн ĕçченĕсен, И.Шурбин ертсе пыракан арçынсен ансамблĕн юррисене итлесе киленчĕç. Хăнана кучченеçсĕр каймаççĕ тенĕ евĕр, тĕрлĕ халăх çыннисем Аслă Елчĕксене асăнмалăх парнесем парса чыс турĕç. Шкул коллективĕ те парăмра юлмарĕ, хăнасене Чăваш Енпе, хамăр районпа çыхăннă тĕрлĕ сувенирсемпе кĕнекесем парнелерĕ. В.Кассирова учительница-пенсионерка Г.Волков академика халалласа çырнă сăвва вуласан залри халăх тăвăллăн алă çупрĕ. Аслă Елчĕкри краеведени музейĕпе те делегаци хаваспа паллашрĕ. Кунтах вĕсем çамрăк спортсменсем кĕрешнине курса тĕлĕнчĕç. Таврана каç сĕмĕ çапсан çеç уйрăлчĕç конференци хăнисем юратнă, паллă академикăн çĕрĕ çинчен. Пĕтĕм халăх пуç таякан çыннăмăра асăнса Аслă Елчĕкре палăк лартма тĕв тытнине пурте пĕлетпĕр. Нимелле лартакан бюст тунă çĕре хăнасем те хăйсен тỹпине хывма пулчĕç. Хамăр ентешсем вара ырă та сăваплă ĕçрен пĕри те пăрăнмасса шанас килет. Геннадий Никандрович тĕнчипе чапа кăларнă-çке Елчĕк çĕрне. Унăн ырă ячĕ ĕмĕре тăсăлтăр. 

 



03 июля 2012
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter