Тăвай районĕ: анлă ларура

Ĕнер Тăвайра ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ĕç тăвакан влаçăн федераллă тата республика органĕсен районти уйрăмĕсен, райцентрти предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.

Ларăва председатель пулса ертсе пынă райадминистраци пуçлăхĕ Ю.Васильев ку уйăхра районта республика тата муниципалитет шайĕнчи паллă мероприятисем пулассине тата вĕсене лайăх хатĕрленсе тивĕçлĕ шайра ирттермеллине палăртрĕ. Июлĕн 6-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин ĕçлĕ визитпа пулĕ, ун чухне район территорийĕнче хăш-пĕр перспективлă инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртес ыйтусене тишкереççĕ. Июлĕн 12-мĕшĕнче Тăвай ялĕнче Раççейри пенсионерсен Союзĕн Чăваш Енри регионти уйрăмĕн вырăна тухса ирттерекен анлă ларăвĕ пулать, унта республикăри районсемпе хуласен представителĕсем те хутшăнаççĕ. Июлĕн 14-мĕшĕнче Тăвайри физкультурăпа спорт комплексне савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Ю.Васильев пур ертÿçĕне те асăннă мероприятипе çыхăннă ĕçсене хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ. Унсăр пуçне июлĕн 4-мĕшĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнчи территорие тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă тĕп ĕçсене вĕçлессипе халăх тата ĕç коллективĕсен представителĕсем хутшăннипе массăллă субботник ирттерме палăртнă. Июлĕн 21-мĕшĕнче район территорийĕнче Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕпе вырăнти самоуправлени органĕсенче ĕçлекенсен физкультурăпа спорт спартакиадин çуллахи тапхăрти ăмăртăвĕсем иртĕç.

Ял ĕçченĕсен хĕрÿ вăхăт – выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникне В.Ванеркене выльăх апачĕ тата кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлессине, льготăллă хакпа дизтопливо туянассине тимлĕхре тытма хушнă. Администраци пуçлăхĕн çумĕ–вĕренÿ пайĕн начальникĕ В.Шакров шкултан вĕренсе тухакансем ППЭ (ЕГЭ) мĕнле тытнин кăтартăвĕсемпе, сывлăхпа кану тапхăрĕпе, шкулсенчи юсав ĕçĕсемпе паллаштарнă. Ытти хăш-пĕр службăсем те хăйсем тăвакан ĕçсем çинчен каласа панă.

Анлă ларура çавăн пекех ялсене тирпейлесе тăрассипе, пурлăх налогĕ пухассипе, нумай хваттерлĕ çуртсене, поъездсене юсав, хваттерсене харпăр хăй ăшăтмалла тăвассипе кăтартусем панă.

Район аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр актуаллă ыйтусене те сÿтсе явнă.

О.ЛОМОНОСОВ.

 



03 июля 2012
09:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter