ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере йăлана кĕнĕ йĕркепе Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.  Чăваш Республикинче çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕччен иртнĕ Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн тĕп тапхăрĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ çинчен вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне вăтам шкул пĕтернĕ 9147 çамрăк хутшăннă. Чăваш Енри вĕренсе тухнă каччăсемпе хĕрсен 97% яхăн экзаменсене ăнăçлă тытнă, аттестат илнĕ. Кăçал 273 çамрăк аттестатсăр юлать. Вĕсене 9 çулхи вĕренÿ никĕсĕ çинче малалла вĕренме е 11 класра куçăн-куçăн мар мелпе тепĕр хут пĕлÿ илме сĕннĕ. «Педагогсен ĕçне пайăр кăтарту тăрăх хаклама тивĕçлĕ. Çакнашкал хаклав виçи темиçе те, Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ тĕп вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Пĕтĕмлетÿ тумалла, вĕренÿ тытăмне малалла çĕнетсе лайăхлатма мерăсем йышăнмалла. Педагогика коллективĕсене çамрăк кадрсемпе пуянлатмалла», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ. Çавăн пекех планеркăра сунар тата сунар ресурсĕсене сыхласа упрасси çинчен ыйту пăхса тухнă. Чăваш Республикин Чĕр чунсен тĕнчин объекчĕсене, вĕсем пурăнакан вырăна сыхлас тата вĕсемпе усă курнине йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Владимир Кузюков ăнлантарнă тăрăх - çулталăк пуçланнăранпа планпа пăхнă тĕрĕслевсем тата сунар ресурсĕсене сыхлас енĕпе ирттернĕ рейдсем вăхăтĕнче саккуна хирĕçле 82 ĕç тунине тупса палăртнă. Çавăн пекех чĕр чунсене саккуна пăхăнмасăр тытмалли 6 хатĕр туртса илнĕ. Раççей Çут çанталăк министерствин рейтингĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх - сунар тата сунар ресурсĕсене упрассипе 2011 çулта Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче 27-мĕш вырăн йышăннă, çавна май çулталăк тăршшĕпе хăйĕн кăтартăвĕсене 32 позици чухлĕ лайăхлатнă /2010 ç. - 59-мĕш вырăн/. Паянхи куна республикăра сунара çÿремелли 1512,3 пин гектартан 946,3 пинне /62,5%/ юридици вăйĕнче тăракансене тата уйрăм пайтаçăсене çирĕплетсе панă. Кăмăл тăвакансем тата 112 пин гектарпа усă курмашкăн ирĕк илме пултараççĕ. «хăй вăхăтĕнче ку е урăх пуçлăха юрас тесе» çак лаптăксене валеçнĕ чиновниксен хăтланăвĕсене ЧР Пуçлăхĕ çивĕч критикленĕ. «Çав йышăнусене вырăнти влаç органĕсем, депутатсем пăхса тухнă, ку ĕçсем пирки çут çанталăка сыхлакан прокуратурăпа килĕшсе татăлмалла пулнă. Ун чухне пурте çăвара шыв сыпнă. Йышăнусене халĕ суд пăрахăçлать. Çав лаптăксене парас тĕлĕшпе кам тăрăшнă, хăш районсенче тата мĕнле сăлтавпа - малашне çакнашкал ыйтусем сиксе ан тухчăр тесе веçех уçăмлатмалла», - палăртнă республика Пуçлăхĕ.

 



03 июля 2012
15:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter