Эфиопи Чăваш Ен опычĕпе усă курасшăн

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федеративлă Эфиопи Демократи Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолне Касахун Дендер Мелесене йышăннă. Тĕл пулура Чăваш Енпе Эфиопи суту-илÿпе экономика енĕпе килĕштерсе ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă. Икĕ енĕн пĕрешкелли нумай. Калăпăр, экономикăра аграри секторĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Çитес 5 çул хушшинче Эфиопи ял хуçалăх продукцийĕ туса илессине икĕ хут пысăклатасшăн. “Чăваш Енĕн ял хуçалăхĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курмалли опыт пысăк, эпир унпа усă курасшăн”, - тенĕ посол. Эфиопи енĕ Чăваш Енĕн Суту-илÿ­­пе промышленноç палатипе, вырăнти аслă шкулсемпе алла-аллăн ĕçлесшĕн. Михаил Игнатьев хăнана рес­пуб­­ликăна килнĕшĕн тав тунă, Чăваш Ен малашлăхлă уйрăм про­ектсемпе пĕрле ĕçлеме хатĕррине палăртнă.



30 июля 2012
11:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter