Чăваш Ен Пуçлăхĕ Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă

Кăçалхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çил-тăвăла пула республикăри тăватă район инкек тÿснĕ. Сĕнтĕрвăррисене кÿнĕ тăкак уйрăмах пысăк: пилĕк ял тăрăхĕнче 626 çурт /çав шутра 12-шĕ нумай хваттерлĕ/ сиенленнĕ, 44 ял /вĕсенче 9 пине яхăн çын пурăнать/ электричествăсăр юлнă. Тепĕр куннех ку тăрăхра Чăваш Республикин Правительствин чрезвычайлă лару-тăрăва сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, çут çанталăк кÿнĕ инкекĕн юлашкийĕсене пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, малтанласа палăртнă тăрăх объектсене утă уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне йĕркене кĕртме йышăннă. Инкек хыççăн вунă кунран, утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче иккĕмĕш хут пулyă. Михаил Игнатьев юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă, Комиссаровсемпе Мухинсен хуçалăхĕсене çитсе курнă, çут çанталăк кÿнĕ инкеке сирес ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, унта Правительство членĕсем, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, район тата ял тăрăхĕсен, банксемпе страховани компанийĕсен ертÿçисем хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - кăткăс лару-тăрура ял çыннисем çухалса кайман, ютран килсе пулăшасса кĕтмесĕрех юсав ĕçĕсене нимелле пурнăçлама пикеннĕ. Республика Пуçлăхĕ электричество хуçалăхне çийĕнчех юсаса ĕçе кĕртме пултарнăшăн энергетиксене тав тунă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов çирĕплетнĕ тăрăх – çак районсенче тĕш тырă тата пропашной культурăсене 156 млн тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Выльăх-чĕрлĕх фермисене 7 млн тенкĕлĕх шар кăтартнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнче 2,7 пин гектар тырă пĕтнĕ, çав шутра 2 гектарне кăна инкек-синкекрен страхланă. Сиен кÿнине саплаштармалли актсене страхлакан компанисене тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине çитернĕ. Çил-тăвăл районти 2,2 пин уйрăм хушма хуçалăха та шар кăтартнă: 428 гектар тырра тата пахча çимĕçе сиенленĕ. Нушана лекнисене май пур таран пулăшĕç, кĕркунне пахалăхлă вăрлăхпа тивĕçтерĕç. ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов çакна палăртнă: республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе районта строительсен бригадисене юсав ĕçне кÿлнĕ, ял тăрăхĕсенче пурăнакансен пурлăх тăкакĕсене палăртмашкăн специалистсене хутшăнтарнă. Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев халăха строительство материалĕсемпе кĕтмелле тÿлевпе тивĕçтернипе кăмăллă. Вăл палăртнă тăрăх - пурăнмалли çуртсене, культурăпа вĕренÿ объекчĕсене юсаса йĕркене кĕртес тĕлĕшпе районта пуçаруллă ĕçлеççĕ, çил-тăвăла пула инкек курнисем валли “Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти сĕнĕвĕпе асăннă кун тĕлне 300 пин тенкĕ ытла пухнă. Республика Пуçлăхĕ инкеке лекнисене финансăн тивĕçлĕ пулăшăвне памашкăн кирлĕ документацири çитменлĕхсене кĕске хушăрах пĕтермешкĕн, Октябрьски салинчи урамсене тирпей-илем кĕртмешкĕн хушнă. “Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тата депутатсен юсав ĕçĕсем мĕнле пынине, халăх ыйтăвне епле татса панине тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла,” - тенĕ Михаил Игнатьев çынсем пулăшу кĕтнине уйрăммăн палăртса.

 



30 июля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter