Халăхшăн чи малтан вырăнти влаçăн тăрăшмалла

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче муниципалитетсен ертÿçисемпе, районсемпе хуласен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Унта республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем те хутшăнчĕç. “Муниципалитет влаçĕ - халăхшăн чи çывăххи. Пĕр-пĕр йывăрлăх сиксе тухсан çынсем чи малтан унран пулăшу ыйтаççĕ”, - палăртрĕ Михаил Игнатьев канашлу пуçламăшĕнче.

Михаил Васильевич вырăнти хăй тытăм­лăхăн халĕ ĕçлекен системи пир­ки те чарăнса тăчĕ, хăш-пĕр районта муни­ципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхĕ тата сити-ме­нед­жер хушшинче тавлашу сиксе тухнине сивлерĕ. “Влаçа пайлама кирлĕ мар, вăл халăх аллинче пулмалла”, - пусăм тусах каларĕ. Районсемпе хуласенче унсăрăнах татса памалли ыйту нумай. Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсен конкурссемпе аукционсем ирттернĕ чухне бюджет ту­хăçлăхĕ пĕчĕк пулнине асăнчĕ. Çĕр ыйтăвĕ­­сен тĕлĕшĕпе те уççăнлăх çукки сисĕнет. Тĕслĕхрен, районсенче çĕрпе мĕнле усă курнин кăтартăвĕсен пĕрлехи бази çук. “Çĕрпе усă курнăшăн аренда укçине тата налука пĕтĕм çын вăхăтра тÿлет тесе пĕр муниципалитет та çирĕплетсе калаймасть. Çакă вара сирĕншĕн бюджетăн тупăш пайне пуянлатмалли хатĕр шутланать, мĕншĕн тесен ку тÿлевсем муниципалитет шайĕнче юлаççĕ”, - аса илтерчĕ Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех çынсем çурт-йĕр хăпартма е бизнес йĕркелеме çĕр лаптăкĕ илес тенĕ чухне ĕç вăраха кайнишĕн кăмăлсăрланнине палăртрĕ. Пăшăрхантаракан тепĕр ый­ту - ялсенче çеç мар, хуласенче те врач­семпе учительсем çитменни. Çамрăк специалистсене пулăшмашкăн патшалăх шайĕнче программăсем йышăннă пулин те вĕсем тĕрлĕ сăлтава пула хăйсен профессийĕпе ĕçлесшĕн мар.

ЧР финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова районсемпе хуласен пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта мĕн­ле пурнăçланни çинчен доклад турĕ. Налук тупăшĕсен тÿпи пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан вăтамран 10,8% ÿснине палăртрĕ. Хуласемпе районсен администрацийĕсен ертÿçисем минис­терство муниципалитетсен бюджечĕсене танлаштармашкăн усă куракан методикăна улшăнусем кĕртме сĕнчĕç. Шел те, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен харпăр тупăшĕсем пысăках мар, çакна пулах районсем субсиди уйăрса парасса кĕтеççĕ. Вĕсен ыйтăвĕсене кашнинчех туллин тивĕçтерме май килмест çав. Михаил Игнатьев укçа-тенкĕ çитмесен кредит илме, парăма вара вăхăтра татса пымашкăн сĕнчĕ.

ЧР экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Быченков муни­ципа­­литет саккасĕ валли конкурссемпе аукционсем ирттернĕ чухне бюджет тухăçлăхĕн кăçалхи кăтартăвĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан самаях чакнине пĕлтерчĕ. Улатăр хулинче, Комсомольски, Вăрмар, Етĕрне, Шăмăршă районĕсенче республикăри вăтам кăтартуран та пĕчĕк­рех. А.Быченков каланă тăрăх - конкурса хутшăнмашкăн темиçе организаци те ый­ту çырать-мĕн, анчах ăна ирттерес умĕн чылайăшĕ хăйĕн заявкине каялла илет. Е вĕсене докуменчĕсене тĕрĕс хатĕр­­леменрен çак ирĕкпе усă курма памаççĕ. “Ун пек чухне ыйтусем çуралаççĕ. Конкурса хутшăнакансем хăйсен хушшинче калаçса татăлман-и? Конкурссемпе аукционсене йĕркелекен çынсем те вĕсемпе пĕр шухăшлă мар-и? Тен, тĕрлĕ ятлă фирмăсене пĕр ушкăнах ертсе пырать? - хăй мĕн шу­хăш­ланине пытармарĕ республика Пуçлăхĕ. - Нумайăшĕ конкурса хутшăнма килĕш­­мес­сине пĕлтерет, çĕнтерÿçĕсене тупăш­­­лă саккас лекет, кайран вĕсем тÿлеве пай­­­­лаççĕ”. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çакăн пек тĕслĕхсем пĕлтĕр те йышлă пулнине аса илтерчĕ. Ун пек чухне йĕркелÿçĕсен васкамалла маррине, аукциона тепĕр хут ирттермеллине палăртрĕ.

ЧР строительство министрĕ Владимир Гро­мов республикăра кăçалхи кăрлач-çĕ­­рт­­­­­­­­­­ме уйăхĕсенче 273,4 пин тăваткал метр çурт-йĕр тунине пĕлтерчĕ.

 

 

Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен кăшт ытларах-ха, çапах 2012 çулта малтан палăртнă пек 939 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма май килĕ-ши? Ку енĕпе уйрăмах Çĕнĕ Шупашкар юлса пырать, вăл план кăтартăвĕсене 21,5% çеç пурнăçланă. Асăннă хулара çулсене юсас ĕç те япăх пынине пĕлтерчĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - транспорт министрĕ Михаил Янковский. Çакна пулах Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Александр Сироткина Михаил Игнатьевран сăмах тиврĕ: “Юлхавлăн ĕçлеме юрамасть!”

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов сĕт рынокĕнчи хаксем пирки каласа пачĕ. Хальхи вăхăтра халăхран куллен 400 тоннăна яхăн сĕт пуçтараççĕ. Вăтамран - 7,5-9 тенкĕпе. Анчах Сĕнтĕрвăрри тата Çĕрпÿ районĕсенчи темиçе ял тăрăхĕнче çынсене 1 литр сĕтшĕн 6 тенкĕ çеç тÿлеççĕ-мĕн. “Кам çапла иртĕхет? Хушамачĕсене калăр! - тарăхнине пытармарĕ Михаил Игнатьев. - Пирĕн хамăрăн производительсене ĕçлеме условисем туса панипе пĕрлех вĕсене хÿтĕлемелле те. Вырăнти пуçлăхсен вара конкуренци йĕркелеме тăрăшмалла”. Сергей Павлов сĕт туса илес тата ăна вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлекен ял хуçалăх организацийĕсемпе хушма хуçалăх тытакан граждансене хаксем чакса кайнă вăхăтра тăкаксен пĕр пайне патшалăх саплаштарма пулăшассине аса илтерчĕ, çак мел пирки çынсене вырăнти влаçăн ăнлантармаллине каларĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 июля 2012
11:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter