М.Игнатьев: «Чăвашра спорт модăра»

Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн пĕрлештернĕ командин членĕсемпе - Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисен çĕнтерÿçисемпе тĕл пулнă. Унта çавăн пекех Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисен тĕп судйи, Олимп чемпионки, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева, Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский тата Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Вячеслав Евстратов хутшăннă.

Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх - Чăваш Республикин спортсменĕсем Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисенче пысăк ăсталăх кăтартса, çĕнтерÿ патне çирĕп кăмăлпа ăнтăлса 26 медаль çĕнсе илнĕ. «Эсир ĕçчен, мал ĕмĕтлĕ пулни, хăвăрăн вăя шанни Чăваш Республикине командăсен хушшинче тивĕçлипе çĕнтерме пулăшрĕç. Хăвăрăн тĕслĕхĕрпе спорта ĕçтешĕрсене, тантăшăрсене, шкул ачисене, ача садне çÿрекенсене те явăçтарнăшăн сире тав тăватăп. Кашни çемье кулленех физкультурăпа туслашма, сывлăхне çирĕплетме, хăйĕн ÿт-пĕвне йĕркере тытма пултартăр тесе эпир хуласемпе районсенче спорт комплексĕсем, ку чухнехи стадионсем, футбол уйĕсем тăватпăр. Мĕншĕн тесен вăйлă çын пурнăçри йывăрлăхсене пурне те çĕнтерет», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Михаил Игнатьев чăваш командин спортсменĕсене - Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисен çĕнтерÿçисене тав тунă. Самбо енĕпе уйрăм спортсменсен хушшинче çĕнтернĕ Александр Бондарев республика Пуçлăхне спортсменсен ячĕпе тав тунă, иртнĕ вăйăсене халалланă фотоальбом парнеленĕ.

Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех çак кунсенче Лондона ХХХ Олимп вăййисене Раççейĕн спорт чысне хÿтĕлеме каякан Олимп чемпионне Юрий Борзаковские ырă суннă, спортсмена тата унăн тренерне Вячеслав Евстратова Чăваш Республикин патшалăх символикиллĕ сехет панă. «Пирĕншĕн сире хамăр патра йышăнасси - пысăк чыс. Эпир сире яланах хавас, сирĕншĕн тăван пулса тăнă Чăваш Республикине пĕрмаях килсе çÿрĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 

 В.ВАСИЛЬЕВ





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
31 июля 2012
16:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter