Вăрмар районĕ: хĕл тутă пулĕ

Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Кăçалхи июлĕн 3-мĕшĕ тĕлне пурĕ 1688 гектар çинче утă çулнă, 2359 тонна утă типĕтсе кĕртнĕ, 70 тонна ытла витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлесси «Вăтам Энĕш», «Урмарская», «Шигали» тата «Ямуков Г.Н.» хуçалăхсенче уйрăмах ăнăçлă пулса пырать. Кĕрхисене акма 1270 гектар çинче çĕртме тунă. Ку ĕçре «Иванов В.А.», «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер), «Вăтам Энĕш», «Шигали», «Урмарская» хуçалăх ĕçченĕсем хастар.



04 июля 2012
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter